Антителосем иккӗмӗш эрнерен тухӗҫ
Çӗнӗ хыпарсем

Антителосем иккӗмӗш эрнерен тухӗҫ

  Тутарстанра коронавирусран йышлӑн вакцинацилес тапхӑр пуҫланнӑ

"Вырӑнти поликлиникӑра ҫырӑнсан кирек кам та Covid-19-тан прививка тума пултарать",– тесе пӗлтернӗ пирӗн журналистсене ТР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче.  

"Спутник-V" вакцинӑн пӗр ампули пилӗк ҫынна укол тума ҫитет, уҫнӑ хыҫҫӑн вӑл 2 сехетлӗх кӑна юрӑхлӑхне упрать. Ҫавӑнпа та тутарстансен вакцинаци пирки яваплӑ пулмалла, ҫырӑннӑ хыҫҫӑн поликлиникӑна палӑртнӑ вӑхӑта вӑхӑтлӑ килмелле.

"Спутник-V" – икӗ фазӑллӑ вакцина, пӗрремӗш хут прививка тунӑ хыҫҫӑн 21 кунтан тепӗр хут вакцинациленмелле. Енчен те икӗ укол хушшинче ОРВИ симптомӗсем палӑрчӗҫ-тӗк, вакцинаци тумалла мар, сывлӑха упрамалла.

Коронавируспа кӗрешекен антителосем иккӗмӗш прививка хыҫҫӑн икӗ эрнерен палӑрҫа пуҫлаҫҫӗ.


Нет комментариев