Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АО «Татмедиа» филиалӗсен журналисчӗсем Тутарстан республикин пичет кунне паллӑ турӗҫ

Паян Тутарстанра пичет кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл ҫулсеренех майӑн 19-мӗшӗнче иртет, ӑна «Нур»ятлӑ тутар хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ ҫутта тухнӑ куна халалланӑ.

Журналистсене уяв ячӗпе «Татмедиа» республика агентствин ертӳҫи Айдар Саитгараевич Салимгараев саламларӗ, чи маттур специалистсене дипломсемпе чечек ҫыххисем парнелерӗ. Вӗсен хушшинче "Сувар" хаҫат корреспонденчӗ Ирина Кузьмина та пулчӗ.

Ун хыҫҫӑн сцена ҫине АО "Татмедиа" генераллӑ директорӗ Шамиль Мухаметович Садыков тухрӗ. Вӑл та журналистсене саламларӗ, сотрудниксене грамотӑсем парнелерӗ. "Сувар" хаҫат корреспонденчӗ Татьяна Васильева тата корректорӗ Оксана Бердникова унран парнесем илчӗҫ.

Сцена ҫине паллӑ тутар артисчӗсемпе пӗрле чӑваш тата крешӗн сцена ӑстисем те тухрӗҫ. Нурлатри "Туслӑх" хаҫат ӗҫченӗ Антонина Артамонова пӗр чӑвашла тата пӗр вырӑсла юрӑ юрларӗ, Хусанти "Ӗмӗт" ансамбльти хӗрсем те куракансене хӑйсен творчествипе савӑнтарчӗҫ. 

Уяв тутлӑ апатпа вӗҫленчӗ. Журналистсене тата хӑнасене пловпа хӑналарӗҫ.

Светлана Колесникова сӑнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев