Инвесторсем сиплекен Апас районӗнчи сӗт комбиначӗ çак уйăхрах уçăлма тивӗç
Инвестор палăртнă тăрăх комбинатри вăтам ӗç укçи 30 000 тенкӗ яхăн пулать
Инвесторсем сиплекен Апас районӗнчи сӗт комбиначӗ çак уйăхрах уçăлма тивӗç. Комбинатра кунне 500 тонна яхăн сӗт тата 40 тонна яхăн сӗт-çу продукцине кăларма шутлаççӗ. Çакăн пирки Тутарстан президенчӗн пресс-службин руководителӗ, Лилия Галимова, каласа пачӗ.
«Паянхи куна инвесторсем Апас районӗнчи комбината сиплесси çине нумай вăй хураççӗ. Октябрьтен пуçласа апрельччен унта çӗнӗ оборудовани лартрӗç. Объект май уйăхӗнче ӗçлеме пуçлама тивӗç», - палăртрӗ спикер.
Инвестор палăртнă тăрăх комбинатри вăтам ӗç укçи 30 000 тенкӗ яхăн пулать. Паян проекта Тутарстан президентне, Рустам Минниханова, кăтартӗç.
Аса илтеретпӗр, Апас районӗнчи сӗт комбиначӗ «Вамин Татарстан» банкрот пулнипе ӗçлеме пăрахнă. Халӗ вара комбинатпа çӗнӗ инвестор ӗçлет.
Татар-информ архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев