Апрель пуçламăшӗнчен Тутарстанра 3 пулăç кимӗрен ӳксе вилнӗ
Апрель пуçламăшӗнчен Тутарстанра 3 пулăç лодкăран ӳксе вилнӗ. Çакăн ҫинчен ТР патшалӑх инспекторӗ Юрий Венедиктов пресс-конференци вăхăтӗнче пӗлтернӗ.
«Пӗрремӗш инкек "Весна-78" СНТ ҫывӑхӗнче Казанкӑра пулса иртнӗ. Путнӑ арҫын ятарлă жилетсӑр пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл çăлăнса юлайман», - хушса хунă Венедиктов.
Тепӗр пулăç, Мензелинскра пурăнакан арçын, апрелӗн 21-мӗшӗнче Ик юханшывра лодкăран тухса ӳксе путнă.
«Пулăç пӗрремӗш арçын пекех çăлăнмалли жилетсăр пулнă. Унсăр пуçне вăл тӗттӗмре пулла кайнă», - каласа панă Венедиктов
3-мӗш пулăç апрелӗн 24-мӗшӗнче путнӑ. Инкек республикӑн Мензелинск районӗнче каллех ИК юханшывӗ ҫинче пулса иртнӗ. Пулӑҫӑсен лодки пысӑк хӑвӑртлӑхпа чӑрмав ҫине пырса ҫапӑннă та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Вара шыва виҫӗ ҫын чăмнă, вӗсенчен пӗри ишсе тухайман.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев