Апрелӗн 18-мӗшӗ 80 çул каялла
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин 1397-мӗш кунӗ: Çӗнтерӳччен 21 талăк.
– Ир енне 1-мӗш Украина фрончӗн 3 тата 4-мӗш танк çарӗсем Берлин хули еннелле пăрăннă.
– 1-мӗш Белорусси фрончӗн çарӗсем Берлин çулӗ çинчи нимӗçсен чи вăйлă оборонин Зеелов çӳллӗшне илнӗ.
– Совет çарӗсем Пиллау (хальхи Калининград облаçӗнчи Балтийск) порчӗ енне хăваласа кайнă нимӗç çарӗсене аркатнă.
– 4-мӗш Украина фрончӗн çарӗсем Ратибор (Германи) хулин кăнтăр- хӗвеланăç енчи 30 ял-поселокне илнӗ.
– Чехословакире 2-мӗш Украина фрончӗн çарӗсем Иванчице хулипе 10 яла ирӗке кăларнă.
– Австрире Хӗрлӗ çар Мистельбах хулине кӗрсе «Ульрих» чугун çул станцине тата 8 хулапа района илнӗ.
– Кун каçа пирӗннисем нимӗçсен 96 танкӗпе 115 самолетне персе аркатнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев