Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Апрелӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 12-мӗшӗччен шашлык пӗçерме юрамасть

Çурхи-çуллахи вăхăтсенче пушар тухас хăрушлăх вăйланнине кура республика территорийӗнче апрелӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 12-мӗшӗччен пушара хирӗç ятарлă режим пулассине пӗлтеретпӗр. Кун çинчен Постановление ТР Министрсен Кабинечӗ апрелӗн 5-мӗшӗнче алă пуснă.

Постановленипе килӗшӳллӗн, ТР Министрсен Кабинечӗ çапла ЙЫШĂННĂ:

Пушара хирӗç режимра ЮРАМАСТЬ:
— Пурăнмалли çурт-йӗр таврашӗсенче, вăрмансен çывăхӗнче, улăх-çаранта, çынсем канакан вырăнсенче, садсемпе пахчасенче кăвайт чӗртме, çӳп-çап, типӗ курăк çунтарма;
— Пурăнмалли çурт-йӗр таврашӗсенче, вăрмансен çывăхӗнче, улăх-çаранта, çынсем канакан вырăнсенче, садсемпе пахчасенче (обществăлла апатлану заведенийӗсемсӗр пуçне) уçă çулăм çинче, çав шутра мангалпа жаровньăра та, шашлык тата ытти апат хатӗрлеме;
— Пурăнмалли, канмалли вырăнсенче, вăрман çывăхӗсенче 1-3 класс хăрушлăхри пиротехника хатӗрӗсемпе усă курма;
— Уçă çулăмпа çунса вӗçекен хатӗрсем вӗçтерме.

Ӗç тăвакан власть органӗсене хушас:
 — Хăйсен ведомствинчи объектсене типӗ курăкран, çӳп-çапран тасатма;
— Пушара хирӗç хăрушлăхпа тивӗçтерес тӗллевпе хăйсен балансӗнчи шывпа тивӗçтерекен объектсен хатӗрлӗхне тӗрӗслеме;
— Пушара хирӗç ятарлă режим вăхăтӗнче пушар кăларма пултаракан ӗçсем тума чарма тата ытти те.

ТР МЧС тата РФ гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру тата инкексене пӗтерес енӗпе тӗп управленийӗн Тутарстанри уйрăмне хушас:
— Пурăнмалли пунктсене, сад обществисене пушар хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтерме;
— Типӗ курăка çунтармалли йӗркене халăха ăнлантарма;
— Сад, пахча обществисен председателӗсемпе вăрмансенче пушар тухас хăрушлăхран, вăрмансем çунасран мӗн тумалли пирки лару ирттерме тата ытти те.

Çутçанталăкпа усă курас федераллă службăн регионсем хушшинчи Атăлпа Кама управленийӗн тата «Анат Кама», Атăлпа Кама зповедниксен ертӳçисене хушас:
— Пушара хирӗç ятарлă сезон пуçланиччен вăрманти пушара хирӗç ятарлă техникăсене юсаса хатӗрлеме;
— Вăрман çывăхӗсенче пушара хирӗç мероприятисем ирттерме;.
— Пушар тухнă кашни тӗслӗх пирки ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствипе ТР МЧСне оперативлă пӗлтерсе тăма тата ытти те.

 Горький чугун çулӗн Хусанти уйрăмне хушас:
— Пушара хирӗç ятарлă режим пуçланас умӗн чугун çулсем хӗррине пушар хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтермелли мероприятисем ирттеме;
— Пушар тухнă кашни тӗслӗх пирки ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствипе ТР МЧСне оперативлă пӗлтерсе тăма.

Муниципаллă районсен ертӳçисене хушас:
— Пурăнмалли вырăнсенче пушара хирӗç вăхăтлăх постсем туса хума;
— Типӗ курăк, çӳп-çап пăрахнă, çунтарнă вырăнсене тупса палăртма муниципаллă право акчӗсем хатӗрлеме;
— Типӗ курăк çунтарнине тупса палăртас тата пушар тухас пулсан сӳнтерекен патрульпе тӗрӗслев ушкăнӗсене кашни ял хутлăхӗнче йӗркелеме, ӗç графикне туса ТР МЧСне ярса пама, тата ытти те

ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствине хушас:
— Муниципаллă йӗркеленӳсен Ӗçтăвкомӗсемпе пӗрле вăрмансенче пушар тухас хăрушлăхран профилактика мерисене ирттерме;
— Вăрмансенче пушар тухнине вăхăтра асăрхас, çийӗнчех сӳнтерес енӗпе оперативлă мерăсем йышăнма;
— Пушара хирӗç ятарлă режим пуçланиччен вăрмансенчи пушар хуралне йӗркелесе вӗрентме;
— Вăрман хӗррипе сухаласа пушара хирӗç йăрăмсем тума тата ытти те.

 ТР ШӖМне хушас:
— ТР Вăрман хуçалăх министерствине, ТР МЧСне, заповедниксене пушара хирӗç патрульлеме пулăшма.

ТР Транспорпа çул-йӗр хуçалăх министерствине хушас:
Пушара хирӗç ятарлă режим пуçланиччен автомобиль çулӗсен хӗррисене типӗ курăкран, çӳп-çапран тасатма тата ытти те.

Балансӗнче вăрман тăрăхӗсенче вырнаçнă кану учрежденийӗсем пур власть органӗсен должнăçри çынсенчен пушара çийӗнчех асăрхакан ушкăнсем йӗркелемелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество