Апрелӗн 29-мӗшӗнче «Çӗнтерӳ диктанчӗ» иртет
«Ҫӗнтерӳ Диктанчӗн» площадкисем кӑнтӑрла 12 сехетре ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ
Апрелӗн 29-мӗшӗнче Тутарстанра 8000 ытла çын Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки диктант çырӗç.
Республикӑра пӗтӗмпе 160 площадка ӗҫлӗ. Вӗсен шутӗнче 145 уҫӑ вырăн вӗренӳ учрежденийӗсенче пулать. Хупӑ площадкӑсенче диктанта уйрӑм предприятисен ӗçченӗсем, студентсем тата ветерансем ҫырӗҫ.
Акцие Суворов училищи, МЧС ҫумӗнчи вӗренӳ центрӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ Вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронта кирлӗ пулӑшу парса тӑракан пысӑк предприятисем хутшӑнӗҫ. Республикăра пурăнакансем акцие хутшăнма диктантпобеды.рф сайтра регистрациленме пултараççӗ.
«Ҫӗнтерӳ Диктанчӗн» площадкисем кӑнтӑрла 12 сехетре ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансем акцие очно хутшăнма пултараймаççӗ пулсан, вӗсем диктанта онлайн режимӗнче ҫыраяççӗ. Заданисене 14 сехетре официаллӑ сайта кăларӗç. Диктант заданине Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин темипе 25 ыйту кӗртнӗ. Кашни ыйту патне 4 хурав пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев