Апрелӗн 30-мӗшӗ   80 çул каялла
Çӗнӗ хыпарсем

Апрелӗн 30-мӗшӗ 80 çул каялла

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин 1409-мӗш кунӗ: Çӗнтерӳччен 9 талăк

– Совет командованийӗ Гитлер çарӗсен командованийӗн вăрçа вăхăтлăха чарса Совет патшалăхӗпе мирлӗ килӗшӳсем пуçламалли сӗнӗвне сивлесе Берлинти çапăçусене чармасăрах парăнма хушнă.

– 1-мӗш Белорусси фрончӗн çарӗсем ирхине 5 сехетре Рейхстага штурмлама пуçланă. 13 сехет те 50 минутра Совет çарӗн подразделенийӗсем Рейхстагăн стенисене ватса кӗнӗ, шалта кашни хутшăн, пусмашăн вăйлă çапăçу пуçланнă.

– Разведчиксем Михаил Егоров сержантпа Мелитон Кантария кӗçӗн сержант Рейхстаг çине Çӗнтерӳ Ялавне вырнаçтарнă.

– Совет çарӗсем Равенсбургри хӗрарăмсен концлагерӗн узникӗсене ирӗке кăларнă.

– Кун каçа пирӗннисем нимӗçсен 98 танкӗпе орудине, 26 самолетне сирпӗтнӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-инфом» ИА.

 


A581484
80-летие Великой Победы

Нет комментариев