Аптекӑсенчи ажиотажа чармалла тесе шутлаҫҫӗ влаҫсем
Мӗншӗн тесен препаратсем чӑнласа кирлӗ ҫынсене вӗсем лекмессе пултараҫҫӗ.
Тутарстан Президенчӗн Пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова республикӑра пурӑнакансене ытлашши эмелсем туянма чарӑнма ыйтнӑ.
"Шел пулин те эпир аптекӑсенчи ажиотажа асӑрхатпӑр. Ҫынсем чирлес пулсан эмел препарачӗсем аптекӑсенче пулмасран хӑраса туянаҫҫӗ. Ҫакӑн пек туни аптексӑсенчи хӑш-пӗр эмелсене чӑнах та пӗтернӗ", – тесе палӑртнӑ Галимова. Ун сӑмахӗсемпе, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ҫак ыйтӑва ӑнлантарса пама хушнӑ. Паян коронавируспа кӗрешекен оперативлӑ штаб представителӗсем патшалӑх тата харпӑр аптекӑсен ертӳҫисемпе тӗлпулса лару-тӑрӑва сӳтсе явӗҫ. Специалистсем эмелсене туянас ажиотажа мӗнлерех чакарасси пирки калаҫӗҫ, мӗншӗн тесен препаратсем чӑнласа кирлӗ ҫынсене вӗсем лекмессе пултараҫҫӗ.
Тутарстансен врачсен предписанийӗсене ҫирӗп пӑхӑнса пымалла: ытлашши эмел туянмалла мар, специалист ҫырса памасӑр препаратсене профилактика валли те йвшӑнмалла мар.
Коронавируспа е ОРВИпе чирлекен кашни пациентшӑн препаратсене йышас уйрӑм схемӑна унӑн лару-тӑрӑвне, симптоматикине пӑхса палӑртнине аса илтернӗ ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев