Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр пӗлӳ – пӗр професси çителӗксӗр

Паянхи рынокра кирлӗ çын пулас тесен вӗçӗмсӗр çӗнӗ компетенцисене вӗренмелле, çӗнӗ хăнăхусем илмелле.

Тӗнче, технологисем хăвăрт улшăнса пынă вăхăтра «пӗр пӗлӳ – пӗр професси»  стандарт тивӗçтермест. Çынăн хăвăрт шутлама, хăвăрт хăнăхма тата вӗçӗмсӗр вӗренме тивет. Урăхла калсан, унăн мобильлӗ пулмалла, малашлăхăн тӗп принципӗ çакă. РФ премьерӗн çумӗ Татьяна Голикова илсе кăтартнă статистика шухăша  ярать: тӗпчевсем кăтартнă тăрăх, сотрудниксен 23 проценчӗ, ку вăл 1,3 миллиард çын, профессилле компетенцие тивӗçтермен ӗçпе ӗçлет. Çавăнпа Раççейӗн тӗллевӗ – çак тенденцие улăштарса çынна ӗмӗр тăршшӗпех кирлӗ тăвасси. Урăхла каласан, паянхи рынокра кирлӗ çын пулас тесен вӗçӗмсӗр çӗнӗ компетенцисене вӗренмелле, çӗнӗ хăнăхусем илмелле.

Калас пулать, Раççей WorldSkills юхăмне 2012 çулта кăна кӗчӗ пулин те, çирӗп утăмсем  тăвать. Раççейри 200 ӗç паракан çамрăк специалистсен профессионализм шайне кăтартакан WorldSkills Passport документ тесе йышăннă.

– «Вӗрентӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн, эпир хăнăхусен формипе хаклавне анлăлататпăр. Профессилле приоритесем пуррине WorldSkills Passport çирӗплетет. Тӗрӗссипе ку вăл специалист мӗнле хăнăхусем илнине кăтартакан резюме. WorldSkills стандарчӗсемпе вӗреннӗ выпускник хăйӗн профессионализмне ăмăрту е кăтартуллă экзаменра çирӗплетме пултарать. Паянхи кун тӗлне 93 специалист çакăн пек паспорт илнӗ, – терӗ Татьяна Голикова кун пирки. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: WorldSkills Kazan 2019