Артистсем хушшинче чăваш солистки те пулнă
Санкт-Петербургра Крыма Раççейпе пӗрлешнӗренпе 11 çул çитнине халалланă тӗрлӗ мероприяти иртнӗ. Национальноçсен çуртӗнче иртнӗ уява Чăваш наципе культура автономийӗн пайташӗсем те хастар хутшăннă.
Мероприятие килекенсене Севастополь хулинчи Наципе культура центрӗн тата Симферопольти Халăхсен туслăх çурчӗн представителӗсем видеоçыхăнупа уяв ячӗпе саламлани халăхсен пӗрлӗхӗпе туслăхне çирӗплетнӗ.
Хăнасем Крым çинчен документлă фильмсен фрагменчӗсене пăхнă. Раççей историйӗнче Крымăн пӗлтерӗшӗ, 2014 çулта çуркунне çурутравра пулса иртнӗ пулăмсем çинчен истори наукисен кандидачӗ, Санкт-Петербургри патшалăх университечӗн истори институчӗн музейологи кафедрин доценчӗ Владимир Калиновский каласа панă. Национальноçсен çурчӗн директорӗ Игорь Жуков Крым Раççее таврăннă кун Санкт-Петербургра, Крымра тата Севастопольте, пӗтӗм çӗршывра пурăнакансемшӗн паллă кун пулнине палăртнă.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе çар службин ветеранӗсен Ф.М.Козлов ячӗллӗ хор çар композицийӗсемпе паллаштарнă. Ытти артистсемпе пӗрле концерта фортепианăпа вокал ăсталăхӗ енӗпе тӗнчери тата пӗтӗм Раççейри конкурссен лауреачӗ, Санкт-Петербургри чăваш çамрăкӗсен организацийӗн пайташӗ тата «Иролана» чăваш ансамблӗн солистки Ольга Степанова та хутшăннă.
Национальноçсен çурчӗн курав залӗнче Крым историне, культурине тата илемне кăтартса паракан Ильдус Вахитовăн ӳкерчӗкӗсемпе, çавăн пекех Лилия Омерован ӗçӗсемпе паллашнă.
Санкт-Петербург тата Ленинград облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев