Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Арҫын Ульяновск облаҫӗнчи ача садӗнче воспитательпе икӗ ачана вӗлернӗ

Хӳтлӗхсӗр ачасем çине тапăнни – хăрушă тискерлӗх. Ун пек япала валли пирӗн обществăра вырăн пулмалла мар. Эпир пӗтӗм Чӗмпӗр облаҫӗпе пӗрле хуйхăратпăр.

Трагеди паян Ульяновск облаҫӗнчи Вешкайм поселокӗнче пулса иртнӗ, ҫакӑн пирки ТАСС право сыхлавӗн органӗсенчи ҫӑлкуҫӗ ҫине ссылкӑ парса пӗлтерет.

Хальхи вӑхӑтра хӗҫпӑшалланнӑ арҫын ача садне кӗрсе пени паллӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх икӗ ачапа няня вилнӗ. Ҫавӑн пекех ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх тапӑннӑ ҫын хӑйне хӑй персе вӗлернӗ.

Арҫын пени ҫинчен калакан информацие регион правительствинче ҫирӗплетнӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев