Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ăшă кăмăлӗ процедурăсенчен кая мар пулăшать

Валентина Николаевна Рафикова медицинăра 1983 çултанпа. Ешӗлвар хулинчи медицина училищинчен вӗренсе тухсан ӗç çулне Ульяновск облаçӗн больницин пульмонологи уйрăмӗнче пуçланă. Унтан Çӗпрел район больницинче яваплă ӗçсенче тăрăшнă. Акă ӗнтӗ 33 çул кунти хирурги уйрăмӗнчи физиотерапи кабинечӗн медицина сестри вăл. Чир хыççăн нумай пациента ура çине тăма пулăшать.

«Медицинăна суйлама мӗн хистерӗ?» — тесе ыйтсан Валентина Николаевнăн хуравӗ тӳрех тупăнчӗ. Кукамăшӗ медицина пӗлӗвӗсӗрех çынсене сиплеме пӗлнӗ иккен, ял халăхӗ ун патне пулăшу ыйтса килнӗ. Кукамăшӗн тӗслӗхӗ медицинăна суйлама хистенӗ те иккен.

Кашни пилӗк çултан Хусанти медицина колледжӗнче «Физиотерапия» специальноçпа профессилле ăсталăха ӳстерет. 2015 çултанпа аслă категориллӗ медицина сестри вăл.

Валентина Николаевна мӗнпур процедурăна терапевт, педиатр, хирург, невропатолог хушăвӗпе пурнăçлать. Малтан пациентпа ăшпиллӗн калаçса халӗ çинчен ыйтса пӗлет. Пӗрремӗш хут сипленме килнисене аппарат ӗçне, вăл мӗнле витӗм панине ăнлантарать. Аппарата хускатсан яланах пациента меллипе меллӗ маррипе интересленет, унтан: «Мӗн-тӗр пулас-тăк — чӗн, вăтанса ан тăр», — тесе асăрхаттарма манмасть. Çапла пӗр кабинăран теприн патне куçса пырать. Хăй вара çав вăхăтра вӗçӗмсӗр сехет йӗпписене сăнать. Физиотерапи кабинечӗн медицина сестрин вăхăта çирӗп тӗрӗслесе тăмалла вӗт.

Кунӗпе пӗр минут пушă вăхăчӗ те çук унăн, уйрăмах кӗркуннепе хӗлле, шăпах çак вăхăтра ӳпке тымарӗсен чирӗсем пуçланаççӗ, ал-ура сыпписем сураççӗ. Физиотерапи кабинетӗнче ун чух кунне 20 яхăн çын пулать. Валентина Николаевна пурне те йăл кулăпа кӗтсе илет. Ырă кăмăлне кура пациент та тав сăмахӗсем шеллемест. Те чирӗ аптратнăран, кăмăлсăррисем те тӗл пулаççӗ-ха хăш чухне, вӗсемпе те пӗр чӗлхе тупма пӗлет медицина сестри: «Сиплетпӗр те çăмăлрах пулать», — тет вара çепӗççӗн.

— Юрататăп эпӗ хам ӗçе, ирпе ирех кабинета кӗме, пациентсем киличчен аппаратсене хатӗрлеме килӗшет мана. Ӗçӗме çамрăксене парса хăварма та вăхăт çитсе пынине ăнланатăп. Çапах та хам кунта чух çынсене май пур таран нумайрах усă кӳрес килет-ха, — тет хăй ӗçне мӗнле юратни пирки кӗскен.

— Валентина Николаевнăна «пирӗн Валя» теме хăнăхнă эпир, ӗçтешӗсем те çаплах чӗнеççӗ ăна. Çакăн пек ăста сиплеме пӗлнӗшӗн, ырă кăмăлӗпе тараватлăхӗшӗн хисеплетпӗр те. Малашне те ӗçӗ ăнса пырса савăнăç кӳтӗрччӗ ăна, — çакăн пек ăшă сăмахсемпе хакларӗ район больницин аслă категориллӗ медицина сестрине Валентина Николаевна Рафиковăна Алсу Бахитова пациент.
Рашит ФАТХУЛЛОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана