Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АСĂРХАНĂР – УЛТАЛАÇÇӖ!

Тутарстанра хăйсене МЧС е газ службин сотрудникӗсем тесе улталаса килӗрен укçа пуçтарса çӳренӗ тӗслӗхсем нумайланнă. Вӗсем килсене кӗрсе пушар хăрушсăрлăхне тӗрӗслем пекки тăваççӗ те кил хуçисене тӗтӗм е газ шăршине систерекен хатӗрсене туянма хушаççӗ.

Тутарстанра хăйсене МЧС е газ службин сотрудникӗсем тесе улталаса килӗрен укçа пуçтарса çӳренӗ тӗслӗхсем нумайланнине пӗлтерет Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби. Çакнашкал шулӗксем ытларах ахаль тум, хăшӗсем Раççей МЧС службин сотрудникӗсен евӗрлӗ тум тăхăннă.  Вӗсем килсене кӗрсе пушар хăрушсăрлăхне мӗнле пăхăннине тӗрӗслем пекки тăваççӗ те кил хуçисене тӗтӗм е газ шăршине систерекен хатӗрсене туянма хушаççӗ. Суя сотрудниксем ӗненмеллерех пултăр тесе кил хуçисен паспорт даннăйӗсене çырса килӗшӳ те тăваççӗ.

Пӗр датчика лартма 1500-3000 тенкӗ илеççӗ. Тӗрӗссипе, кун пек хатӗрсем сутлăхра пур, хакӗ те 350-500 тенкӗрен иртмест. Вӗсене лартма вара нумай вăй та, ăс та кирлӗ мар, пурӗ те икӗ шуруп кăна пăрса хумалла е скотчпа çыпăçтармалла.  Хисеплӗ вулакансем,  Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби  ведомствăн сотрудникӗсем хуть мӗнле тӗрӗслеве те МЧС тумӗпе кăна çӳренине,  граждансемпе тӗл пулсан яланах хăйсем ăçтан, кам пулнине пӗлтерсе удостоверени кăтартнине тата нихăçан та нимӗнле хатӗр, çав шутра пушартан сыхлакан датчиксем те, сутманнине асăрхаттараççӗ.

Енчен те хăйсене МЧС ӗçченӗсем е газ службин сотрудникӗсем тесе килӗрен çӳрекенсене тӗл пулсан, васкаса «102» телефонпа шăнкăравласа полицие пӗлтерме ыйтаççӗ. (Сăнӳкерчӗк  ТР МЧС пресс-службин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия