Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Асăрханăр, шулӗксем ачасене улталасшăн

Юлашки вăхăтра Раççейре сисчӗвлентерекен лару-тăру час-час тӗл пулать – мошенниксем хăйсен преступлă ӗçӗсене тунă чух банк карттисемпе çыхăннă схемăсенче ачасене хутшăнтарма тăрăшаççӗ. Телефон çине шăнкăравлаççӗ те ачана калаçтарса ун картти çинчи укçана хăйсем валли куçарса илеççӗ. Çакăн пирки РИА-Новостине МТСăн «Защитник» продукчӗн директорӗ А.Бийчук каласа панă.

Усал шухăшлă çынсем интернетра йывăр мар ӗç тунăшăн лайăх укçа тӳлетпӗр тесе пӗлтерӳ параççӗ. Кунашкал пӗлтерӳсенче ачасемпе çамрăксене илӗртмелли условисем пирки çыраççӗ вӗсем. Енчен те пӗр-пӗр ача е çул çитмен çамрăк çав пӗлтерӳ тăрăх шăнкăравларӗ пулсан мошенниксем унран банк карттин даннăйӗсене ыйтаççӗ: имӗш, карттă çине вӗсем укçа куçараççӗ те ачан ăна вӗсем каланă шут çине куçармалла пулать. Çак услугăшăн ачана пысăк процент тӳлеме шантараççӗ.

 

Хăш чухне шулӗксем тата шаларах кӗме пултараççӗ – ачаран банк приложенине кӗме май паракан кодсене те ыйтаççӗ. Ку усалсене карттă хуçисӗрех шут çинчи укçапа хуçаланма май парать.

 

Çапла майпа шулӗксем нимӗн те тавçăрман ачасене преступлени тăвакансене пулăшакансем туса хураççӗ. Çул çитменнисемнчен нумайăшӗ çакă уголовнăй яваплăх пулни пирки тавçăрмасть те.

 

Банк карттин даннăйӗсене ют çынна пани закона пăсни пулнине яланах асра тытмалла. Ашшӗ-амăшӗн, вӗрентекенсен ачасене интернетра çăмăллăнах укçа ӗçлесе илме сӗнекен пӗлтерӳсене шулӗксем вырнаçтарма пултарни пирки ăнлантарса памалла. Яланах тимлӗ, асăрхануллă пулмалла, çапла пулсан кăна хăвна тата хăвăн çывăх çыннусене мошенниксен серепине лекесрен сыхласа хăварма пултарăр.

 

Енчен те иккӗленӳллӗ пӗлтерӳсем куратăр е шулӗксем кама-тăр улталанине асăрхатăр пулсан – тӳрех йӗрке хуралçисене пӗлтермелле. Пӗрле тăрăшсан кăна эпир хамăр ачасене преступниксенчен сыхлама пултарăпăр.

 

 

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев