Асăрхăр, астăвăр, ан чирлӗр
Тутарстанăн медицина учрежденийӗсем май уявӗсене ӗç режимне улăштараççӗ
. Çакăн çинчен журналистсене ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.
Республикăра пурăнакансем майăн 1 – 4 тата 8 – 11-мӗшсенче канаççӗ. Патшалăхăн медиина учрежденийӗсем – стацинар больницисем, çитӗннисен, ачасен поликлиникисем 8.00 – 18.00 сехетсенче ӗçлеççӗ. Киле пыма чӗнекен пациентсен шăнкăравне 17.00 сехетчен (ӗç кунӗ вӗçлениччен сехет маларах) йышăнаççӗ. Пациентсене дежурствăри медсестра, врач-терапевт йышăнать. Май уявӗсенче поликлиникăсенче диспансеризцаи, вакцинаци иртме пулать. Хӗрарăмсен консультаци кабинечӗсем те пациенткăсене йышăнаççӗ.
Стоматологи поликлиникисем (ачасен те,çитӗннисен те) 09.00 – 18.00 режимпа ӗçлеççӗ.
Травмпунктсем талăкӗпе ӗçлеççӗ. Вӗсем пациентсене пурне те йышăнма тивӗç, ăçта пурăннине пăхмасăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев