Аслă Атăл çулӗ
Çанталăк ăшă кунсемпе савăнтарма васкамасан та çулталăк вăхăчӗ хăйӗннех илет — урамра çуркунне! Кайăксем вӗçсе килнӗ, ӳсен-тăран кунран кун ешӗлрех, пысăкрах юханшывсенче çуллахи навигаци уçăлнă. Ку енӗпе çӗнӗлӗхсем пур. Шывпа çӳреме юратакан пассажирсене савăнтарасса шанатпăр хыпарсем.
«Аслă Атăл çулӗ» проекта хута ярасси пирки сăмах. Тӗплӗнрех кун пирки Аслă Çӗнтерӳ уявӗ умӗн Хусан, Шупашкар тата Ульяновск юханшыв флочӗсен ӗçченӗсемпе туроператорсем онлайн мелӗпе ирттернӗ канашлуран пӗлетпӗр. Ӳлӗм Чулхула та кӗрӗ ку маршрута.
Калаçăва ТР Патшалăх туризм комитечӗн ертӳçи Сергей Иванов йӗркелесе пычӗ. Хусантан ТР Флочӗн ертӳçи Роман Лизалин хутшăнчӗ.
Чи малтанах юлашки çулсенче Шупашкар — Хусан — Шупашкар" маршрутпа çӳрекен «Валдайсем» пирки сăмах пычӗ. 2022, 2023 çулсенче пассажирсем йышлă пулнипе юханшыв транспорчӗсем çине билет туянайман тӗслӗхсем те нумай. Кăçал та «Валдайсем» хăйсен расписанийӗпе улшăнусăр ӗçлеççӗ. Кун çинчен «Шупашкар порчӗ» АО генеральнăй директорӗ В. Шайкин каласа пачӗ. Малтанах ЧР Экономика аталанăвӗн тата пурлăх хутшăнăвӗсен министерствин туризм тата ремесласен уйрăмӗн пуçлăхӗ Алексей Васильев саламларӗ çӗнӗ проекта пуçлакансене. Шупашкар порчӗ туристсен пăрахучӗсемшӗн яланах тарават пулнине асăрхарӗ тата пăрахут портра тăнă вăхăтра хулапа паллашма, историллӗ паллă вырăнсене çитсе курма май пурри çинчен каларӗ. «Шупашкар порчӗ» АО генеральнăй директорӗ Ванифатий Шайкин «Валдайсем» июнь уйăхӗнчен кашни кун ирхине 8 сехетре Шупашкартан тухса Хусана 11 сехетре çитессине пӗлтерчӗ, 16 сехетре «Валдай» таврăнма çула тухать. Кӗр енне кайсан, августăн çурринче, расписание кăшт улăштарма тивни çинчен халех каласа хăварчӗ. Çакă кун çути кӗскелнипе çыхăннă. Шупашкартан Тутарстана килекен туристсемшӗн ырă хыпар — Шупашкартан тӳрех Свияжска каять пӗр «Валдай». Вăл та Чăваш Республикин тӗп хулинчен 8 сехетре тухать, 10.30 сехетре вырăнта пулать, 14.30 сехетре Шупашкара кайма тухать. Мӗншӗн çапла ир? Кун пирки ыйтакан пулмарӗ, çырма транспорчӗн ӗçченӗсем хăйсем те ăнлантарса тăмарӗç.
Ванифатий Васильевич «Валдайсем» çӳреме пуçланăранпа çулран çул пассажирсен шучӗ ӳснине палăртрӗ. 2022 çулта навигаци вăхăтӗнче 19 пин пассажир турттарнă пулсан, 2023 çулта çак цифра 22,7 пине çитнӗ. Кăçал та пассажирсен шучӗ чакмӗ тесе шанаççӗ шупашкарсем.
Ларăва хутшăнакан туроператорсен «Валдай» çӳретекенсем патне ыйту пулчӗ. Паллах, вăл билетсемпе çыхăннăччӗ (çӳлерех çыртăмăр, билетсем пурне те çитмеççӗ). Туроператорсем билетсене регистрацилемесӗр сутма ыйтрӗç, валдайçăсем ку закона пăсни тесе аса илтереççӗ... Апла пулин те ку ыйтăва пурин кăмăлне те тивӗçтермелле татса памалла тесе шутлать Сергей Иванов. Туроператрсемпе транспорт ӗçченӗсем пӗр чӗлхе тупасси пирки иккӗленместпӗр.
Кăçал Хусанăн хăйӗн юханшыв транспорчӗ пур. Вӗр-çӗнӗ «Метеорсем» пăхма илемлӗ, пассажирсене ларса пыма меллӗ. Салонра самолетри пек, инклюзивлă пассажирсене куçса çӳреме аван пултăр тесе тăрăшни те курăнать. «Метеор» çинче вай-фай пулни те паянхи саманара питӗ пӗлтерӗшлӗ. Çӗнӗ транспорт Ульяновска çула тухса пăхнă та ӗнтӗ. Çул çинче двигатель чăхăмлани те пулнă — çӗнӗ-çке, çителӗклӗ ӗçлесе ӗлкӗреймен. Кун хыççăн тӳрлетнӗскерсем тӗрӗс-тӗкел ӗçлӗç ӗнтӗ.
«Аслă Атăл çулне» кӗрекен тепӗр хула — Ульяновск. Ку хуларан онлайн-тӗлпулура Туризм агентствин ертӳçи Денис Ильин пулчӗ. Хусантан тухакан «Метеорсем» эрнекун, шăматкун, вырсарникун çӳрӗç Ульяновска. Пӗтӗмӗшле илсен тăватă сехет çул çине кайни çинчен пӗлтерчӗ Роман Лизалин. Тӗрӗсрех каласан, «Метеор» 3.40 минутра Ульяновска çитеет. Билет хакӗ пӗр енне 1000 тенкӗ. Танлаштарса пăхсан ку пит хаклах та мар пулӗ: уяв кунӗсенче Свияжска каякан «Метеор» çине билет хакӗ 1100 тесе пӗлтернӗ ТР Флочӗ, ӗç кунӗсенче аслисен билечӗ 900 тенкӗ, ачасен — 800 (пӗр çынна, пӗр енне) тесе çырнине курма пулать Флотăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче.
Денис Ильин «Метеор» Ульяновскра тăнă вăхăтра — 3 сехет — туристсемшӗн интереслӗ вырăнсене асăнчӗ. Çавăн пекех çӗр выртма та условисем пуррине пӗлтерчӗ. Хулара хăна çурчӗсем пур, хула таврашӗнчи объектсене çитсе килме пулать, глэмпингсенче чарăнса тăма май пур. Д. Ильин сăмахӗсемпе хакӗ пит пысăк мар, туристсене тарават кӗтсе илеççӗ, ӳкӗнмелле пулмӗ.
Хусансене Ульяновскра «Метеора» 1 сехет ытларах тытса тăма ыйтрӗ вăл, виçӗ сехетре хулапа паллашма ӗлкӗреймӗç тесе шутлать Туризм агентствин ертӳçи.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗксем ТР Патшалăх туризм комитечӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев