Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă çулти çынсен пултарулӑхĕн куравĕ

Пӗтӗм тӗнчери ватӑ çын кунĕ тĕлне Хусанти çутçанталӑк историйӗн музейӗнче Тутарстан ветеранӗсемпе пенсионерӗсен халӑх пултарулӑхӗн куравӗ уçӑлнă.

Куравра ветерансем ăсталанă пултарулӑх ӗçӗсемпе паллашма пулать. Кунта тӗрлӗ бижутери, вӗтӗ шӑрçаран тата йывӑçран тунӑ япаласем, керамикӑран тата пир-авăр татăкĕнчен тунӑ ӗçсем, картинӑсем тӑратнӑ.

ТР ветеранӗсен регионти обществăлла организацийӗн председателӗ Хабир Иштиряков каласа панӑ тӑрӑх, курава «Ветерансем — Тутарстан Республикинчи халӑхсен наци культурисемпе йӑлисене упракансем» республика конкурсӗн çӗнтерӳçисен ӗçӗсен коллекцине пухнӑ. Пултарулӑх тупӑшӑвне пӗтӗм регионтан 3 пин çын хутшӑннă.

«Куравра 300 яхӑн ӗç тӑратнӑ, вӗсене экспертсем суйласа илнӗ. Кунта республикӑри 33 районтан килнӗ аслă çулти çынсен пултарулӑхне курма пулать. Изделисене ахаль çын аллипе тунине ӗненме те йывӑр. Вӗсем ӗлӗк учитель, врач, выльӑх пӑхакан, завод ĕçченĕ, водитель пулса ĕçленĕ. Ӗçсен пахалӑхӗ те, хутшӑнакансен йышӗ те çулсерен ӳссе пырать. Пирӗн ылтӑн ӳсӗмри çынсем пултаруллă, активлӑ позици йышӑнаççӗ», — палăртса хăварнă Хабир Иштиряков.

Курава ТР ветеранӗсен пултарулӑхӗн республикӑри фестивалӗн лауреачӗ, халӑх инструменчӗсен «Балкыш» («Сияние») ансамблӗ концертпа уçнӑ.

Аса илтеретпӗр, РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн указӗпе «Демография» наци проекчӗн «Аслӑ ӑру» федераллӑ программи пурнӑçланать. Унӑн тĕп тӗллевӗсенчен пӗри — пенси тата пенси умӗнхи ӳсӗмри çынсен пурнӑç пахалӑхӗпе тӑсӑмне лайӑхлатасси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: декада пожилого человека