Аслă çултисем ăмăртрӗç
Майăн 17-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи «Чемпион» спорт комплексра 16-мӗш хут пенсионерсен «Третий возраст» Спартакиади иртрӗ. Мероприятие Тутарстанра Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне тата Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă.
Район тапхăрӗнчи спартакиадăна хутшăнакансене Çӗпрел район администрацийӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Айрат Залялов район пуçлăхӗ Марат Гафаров ятӗнчен спорт уявӗпе саламларӗ, спортсменсене пурне те сывлăх, ырлăх, ăнăçу тата çитӗнӳсем сунчӗ.

Спорт ветеранӗсем сӗтелçи теннисӗнче, дартс ывăтассинче, 1000 метр чупассинче, пневматика винтовкинчен перессинче тата шывра ишессинче ăмăртрӗç. Призерсемпе çӗнтерӳçӗсем пурте мероприятие йӗркелекенсенчен тата спонсорсенчен Тав хучӗсемпе асăнмалăх парнесем илме тивӗçрӗç. Çӗнтерӳçӗсем вара май уйăхӗн вӗçӗнче район чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗç.
Геннадий КАРСАКОВ.
Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев