Аслă ӳсӗмрисем шашкăлла вылярӗç
Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче шашкӑлла выляма юратакансен «Хурапа шурри» турнирӗ иртрӗ. Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунне халалланă ăмăртăва аслă ӳсӗмри ултӑ арçын хутшӑнма кӑмӑлланӑ.
Партисем хӗрӳ иртрӗç, мала тухма нумай пуç ватма тиврӗ, анчах пурте çӗнтерӳçӗ пулаймаççӗ, паллах, тупӑшура выляса яракансем те пулаççӗ. Вӑйлӑ та интереслӗ тупăшу хыççӑн Упи ялӗнчи чи лайӑх шашкӑлла вылякансем палӑрчӗç. 1-мӗш вырӑна – Валерий Гаврилов (Турхан Упи), 2-мӗшне – Геннадий Ярзуткин (Çӗнӗ Упи), 3-мӗшне Василий Ильбикин тивӗçрӗç. Турнирӑн судйи Михаил Чернов вӑйӑсене тӗрӗс йӗркелесе пычӗ.
Вырӑнти пенсионерсен канашӗн ертӳçи Ирина Ярзуткина кашнине çывхарса килекен уяв ячӗпе саламласа çирӗп сывлӑх, ӑнӑçу, телей сунчӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене пурне те асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчӗç, призерсене дипломсемпе чысларӗç. Упи ял хутлӑхӗн Ветерансен канашне тӗлпулу йӗркеленӗшӗн тав тӑватпӑр. Малашне те аслӑ ӑрурисем валли спорт ӑмӑртӑвӗсене ирттернӗ çӗре хутшӑнма ӑнӑçу сунатпӑр.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев