Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă Вӗрентекенӗмӗр пире паян кун та пулăшса пырать

Чăвашсен Аслă Вӗрентекенӗ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 177 çул çитнине тата Чăваш чӗлхи кунне халалласа Наратлăри библиотекăпа Культура çурчӗн ӗçченӗсем вырăнти тӗп шкулта вӗренекенсем валли «Аслă çутта кăлараканăмăр Иван Яковлев» ятлă мероприяти ирттерчӗç.

Ертсе пыракансем чăвашсемшӗн пӗлӳ çулӗ уçнă талантлă ентешӗмӗрӗн пурнăçӗпе пултарулăхӗ пирки тӗплӗн каласа пачӗç. Ачасем пӗчӗклех тăлăха юлнă ача хăй тăрăшнипе пӗлӳ илме пултарни, кайран чăваш халăхне хут вӗренме çул уçса пани пирки пӗлчӗç. Иван Яковлев тăрăшнипе чăваш ачисем вăл уçнă Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче вӗренме пултарнă. Библиотекарь Иван Яковлевич вырăс графикин никӗсӗнче чăваш алфавитне йӗркелени çинчен, вăл чăваш халăхне панă Халал пирки туллин каласа пачӗ.

Иван Яковлевăн Халалӗпе унăн педагогикăри пуян еткерлӗхӗ паян кун та пире çамрăк ăрăва тивӗçлӗ воспитани пама пулăшса пыраççӗ, халăхăн ăс-тăн культурине çӗклеме май параççӗ.

Татьяна ДМИТРИЕВА.

Наратлă.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 25 апреля – День чувашского языка