Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АСЛАШШӖНЕ ТАВ ТУМАЛĂХ ПУР!

Теччӗ районӗн хисеплӗ гражданинӗ, «Сувар» хаçатăн пысăк тусӗ Николай Николаевич Сергеев пирки телейлӗ çын темелле, мӗншӗн тесен фронтовик-аслашшӗпе ӳсме Турă çырнă. Нумай пулмасть вăл Иван Порфирьевич Сергеевăн награда хутне «Подвиг народа» сайтра тупнă

 

 – Асатте Иван Порфирьевич Сергеев 1901 çулхиччӗ пирӗн. Граждан вăрçинче пулнăскер каярах фронтра Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ. Çапăçусенче палăрса «Хăюлăхшăн» медальпе те наградăланăччӗ. Çӳллӗ пӳ-силлӗччӗ хăй, шăнăрлă, ӳчӗ çинче шрамсем нумайччӗ. Кăкăрӗнчи снаряд ванчăкӗпе ӗмӗр тăршшӗпех пурăнса 94 çула çитсен унпах вилчӗ. Вăрçă кунӗсене пӗр куна та асран кăлармарӗ. Асаттене тав тумалăх та пур манăн. Тӗрӗс пурăнса ирттерчӗ вăл хăй пурнăçне. Ӗçместчӗ, туртмастчӗ. Çав тери харсăрччӗ. Пире те мӗн пӗчӗкрен ӗçе вӗрентрӗ. Ӗçсӗр çапкаланса çӳремен эпир. Астăвасса, хăй те ахаль лармастчӗ, яланах выльăх, вӗлле хурчӗ патӗнче тата пахчара тӗрмӗшетчӗ. Пурне те ырă сăмахпа пулăшма тăрăшатчӗ. Пире, мăнукӗсене вара, кашни çул Хусана илсе каятчӗ. Лев Толстой пек кӗрнеклӗ хул-çурăмлă, çăра сухаллăччӗ вăл пирӗн. Сăран атти куçкӗскирен кая мар ялтăраса тăратчӗ. Цирк, музей, зоопарк пирӗншӗн халап пек туйăнатчӗ ун чух. Асаттене вилсен Йӳккел масарне пытартăмăр», – мăнаçлăн каласа парать вăл хăйӗн юратнă аслашшӗ пирки.

Нумай пулмасть Николай Николаевич «Подвиг народа» сайтра аслашшӗне Иван Порфирьевич Сергеева 1944 çулхи мартăн 10-мӗшӗнче наградăлама тăратнă хутне тупнă. «Стрелоксен 247-мӗш полкӗн 9-мӗш ротин стрелокне Иван Порфирьевич Сергеев хӗрлӗармееца 1944 çулхи мартăн 10-мӗшӗнче Котово ялӗ çывăхӗнче пынă çапăçура тăшман траншейине пӗрремӗш çитнӗскер граната персе пулемет расчетне тӗп тунăшăн награда илме тăратмалла. Çак çапăçура аманчӗ»,– тенӗ унта. Чăнах та мăнаçланмалли сăлтав, Николай Николаевичшăн аслашшӗ ахаль те паттăр салтак пулни паллă-ха, анчах документ çирӗплетни пулас ăрусемшӗн хаклăрах, пӗлтерӗшлӗрех. Кашни çемьен хăйӗн паттăрӗ, Сергеевсен вăл– Иван Порфирьевич. Çӗнтерӗве туптанă пин-пин салтак пек вăл та ӗмӗр-ӗмӗр асра упрантăр.

Ирина КУЗЬМИНА.

Çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день победы