Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Асра юлмалли тӗлпулу

Иртнӗ эрнере парламент урокӗсен хӳттинче иртнӗ ача-пăча ӳкерчӗкӗсен, эссепе сочиненисен, видеороликсен республика конкурсӗсене пӗтӗмлетрӗç


Иртнӗ эрнере парламент урокӗсен хӳттинче иртнӗ ача-пăча ӳкерчӗкӗсен, эссепе сочиненисен, видеороликсен республика конкурсӗсене пӗтӗмлетрӗç

Республикăра ачасене пур енлӗн аталантарма, воспитани пама тăрăшни паха. Тăван культурăпа чӗлхене, ытти халăхсен йăли-йӗркине хисеплеме, патриотизмла туйăмсене йӗркеленме пулăшнисӗр пуçне парламентаризм енӗпе пӗлӳ пани таранчченех шута илнӗ. Çапла Тутарстанăн ачи-пăчи мӗн пӗчӗкрен гражданла яваплăха ăша хывса ӳсет, çӗршывăн политика системин йӗркеленӗвӗпе паллашать. 

Вӗренӳ çулӗ тăршшӗпех республикăри шкулсенче парламент урокӗсем пыраççӗ, ача-пăча ӳкерчӗкӗсен, эссепе сочиненисем çырассипе, видеороликсем ӳкерессипе республика конкурсӗсем пулаççӗ. Иртнӗ эрнере ТР Патшалăх Канашӗнче вӗсене пӗтӗмлетрӗç. Тутарстанăн хулисемпе районӗсенчен килсе çитнӗ çӗнтерӳçӗсем ТР парламент пуçлăхӗпе Фарид Мухаметшинпа тӗл пулчӗç. 

Пӗчӗк граждансене законсем «çуралакан» вырăнпа паллашма интереслӗ пулчӗ. Вӗсене депутатсен ларăвӗсем иртекен зала та илсе кӗртсе кăтартрӗç. Паллах, ку вӗсен асӗнче пӗлтерӗшлӗ йӗр хăваратех, хăш-пӗриншӗн малашлăх ориентирӗ те пулса юлма пултарать çак тӗлпулу. 

«Паян эпир парламент урокӗсен шайӗнче иртекен республика конкурсӗсене пӗтӗмлететпӗр. Педагогсемпе шкул ачисен, тӗрлӗ шайри депутатсен çакăн йышши ӗçӗ хăй кирлӗлӗхне кăтартса пачӗ. Çак тӗлпулусем вӗренекенсенче политикăпа право культурине, гражданла активлăха йӗркеленме пулăшаççӗ», — терӗ Фарид Мухаметшин çӗнтерӳçӗсене сывлăх сунса. 

Кăçал парламент урокӗсем Раççей Федерацийӗпе Тутарстан Республикин суйлав системине ăнлантарас тӗллевпе «Пуласлăха суйлатпăр» темăпа иртнӗ. «Март уйăхӗнче эпир РФ Президентне суйларăмăр. Сентябрьте вара тутарстансене Патшалăх Канашӗн 7-мӗш пухăвӗн депутачӗсене суйлама тивет. Парламент урокӗсем кăçал 16-мӗш хут иртрӗç. Унăн тӗп тӗллевӗ — çамрăксене республикăн обществăлла политика пурнăçӗпе интереслентересси», — терӗ парламент пуçлăхӗ. 

Малалла Фарид Мухаметшин пӗчӗк хăнасене Тутарстанăн пӗтӗмӗшле пурнăçӗпе — экономика çитӗнӗвӗсемпе унăн аталанăвӗ, хуласемпе ялсене ырă енне улшăнма май паракан нацпроектсен пурнăçланăвӗпе ăнланмалла чӗлхепе каласа пачӗ. «Республикăра тивӗçлӗ çемьесем йышлă пулни, унта сирӗн пек пултаруллă та талантлă ача-пăча çитӗнни савăнтарать», — терӗ Фарид Мухаметшин. 

Унтан вăл педагогсене — уроксемпе урок тулашӗнчи мероприятисен авторӗсене, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Тав çырăвӗсемпе чысларӗ. 
Çак ăшă тӗлпулăва ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин та килнӗччӗ. «Чăнах та пирӗн çамрăк ăру хăйӗн пуласлăхне суйлать вӗт, наставниксем вара уроксем, тӗрлӗ конкурссем ирттерсе, вӗрентӳпе воспитани ӗçне явăçтарса тӗрӗс суйлав тума пулăшаççӗ», — терӗ министр кăçалхи «Пуласлăха суйлатпăр» тема ăнăçлăхне палăртса. 
Тӗлпулăва Раççей Геройӗ Расим Баксиков килни вара ачасемшӗн чи пысăк савăнăç пулчӗ. СВОна хутшăннă паттăрпа ахаллӗн курса калаçма май пулни вӗсене питӗ хавхалантарчӗ. «Сирӗн умри тӗп задача вăл — несӗлсен ырă опытне хăвăра илсе юласси, ăша хывасси вара çитӗнӳсене йышлатса хăвăрăн пулас ачăрсене парса хăварасси», — терӗ Расим Баксиков. 

Конкурса хутшăннă чи кӗçӗннисене тивӗçнӗ наградăсене Патшалăх Канашӗн депутачӗ, парламент урокӗсене йӗркелесе ирттерессипе ӗç ушкăнӗн ертӳçи Римма Ратникова пачӗ. «2009 çулта парламент урокӗсене ирттерме пуçласан вăл вӗрентекенсене те, ачасемпе депутатсене те кирлине куртăмăр. Çутӗç урокӗсем ачасемпе çамрăксене ăс-тăн аталанăвӗнче пысăк вырăн йышăннине ăнлантăмăр», — терӗ депутат. 
ТР Патшалăх Канашӗн секретарӗ Лилия Маврина 5-6-мӗш классем хушшинче иртнӗ «Суйлавсен азбуки» сочинени конкурсӗн çӗнтерӳçисене наградăсем парса малашне те хавхалануллă пулма сунчӗ. 

Çӗнтерӳçӗсене чысланă церемоние Патшалăх строительствипе вырăнти хăйтытăмлăх комитечӗн председателӗ Альберт Хабибуллин, Бюджет, налогсемпе финанс комитечӗн председатель çумӗ Камиль Нугаев, ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев хутшăнчӗç. 
Мероприятин чи кӗтнӗ те интереслӗ тапхăрӗ — ача-пăча ӗçӗсен куравӗ. Конкурсантсен ӳкерчӗкӗсемпе ӗçӗсене парламент çурчӗн анлă фойинче вырнаçтарнăччӗ. Ӳкерчӗксемпе плакатсем пӗринчен тепри интереслӗрех. Раççейре кăçал Çемье çулталăкӗ пулнине кура-ши çак темăпа ытларахчӗ ӗçсем. Нумайăшӗ «Суйлава çемьепе пӗрле» темăпа çыхăннă. Ӳкерчӗксем тӗрлӗрен пулин те вӗсене пӗр япала çыхăнтарса тăрать — çутă малашлăха шанни. Вăл вара пирӗн ачасен аллинче. Мӗн акса ӳстеретпӗр — çапла пулӗ пирӗн пуласлăх. 


Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество