Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ашшӗ-амăшӗсем, чӳречӗр хупă-и?

Çанталăк ăшăтнине кура уçă чӳречесенчен ачасем ӳкес хăрушлăх тата ӳсет. Нумай чухне трагедин сăлтавӗ — ашшӗ-амăшӗ ачисене асăрхаса ӗлкӗрейменни е вуçех пăхманни. Пӗр Хусанта кăна çуллен 20-рен кая мар ача çакнашкал инкеке лекет.

РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗ нумай хутлă çуртсенче пурăнакан граждансене чӳречесен çывăхне сӗтел-пукан лартмалла маррине асăрхаттарать. Ун тăрăх ача хăвăрт чӳрече çине хăпарса ӳкме пултарать, мӗншӗн тесен москит сетки ун йывăрăшне чăтаймасть. 

Инкек ан пултăр тесен, чӳречесем çине ача уçайман ятарлă фиксаторсем вырнаçтармалла. Пӳлӗме уçăлтарнă чух пӳлӗмре ачана хăйне кăна нихăçан та хăвармалла мар.

 Ачана тивӗçлӗ пăх ман атте-аннене закон тăрăх уголовнăй явап тыттараççӗ. Ача чӳречерен ӳкнӗ кашни инкеке следовательсем тӗплӗн тишкерсе сăлтавне палăртаççӗ, айплă-тăк, явапт тыттараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество