Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Аталан» форум Анат Камăра пулать

Тутарстан чăваш çамрăкӗсен черетлӗ «Аталан» форумне Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатра октябрӗн 27-мӗшӗнче ирттерме палăртнă.

Тутарстан чăваш çамрăкӗсен «Аталан» форумне яланхи пекех республикăри ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн çамрăкӗсемпе районсенчи чăваш шкулӗсенче вӗренекен ачасем хутшăнаççӗ. Форума Аслă Вӗрентекенӗмӗр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халаллаççӗ.

Аса илтертпӗр, интернат-гимназире паян  250 ача пӗлӳ илет, вӗсенчен 27-шӗ интернатрах пурăнать. Иккӗмӗшӗсем Тукай, Анат Кама районӗсенчи ялсенчен тата хула хӗрринчи микрорайонсенчен килнӗ. Кунта ачасем пилӗк чӗлхе – вырăсла, тутарла, чăвашла, акăлчанла тата нимӗçле вӗренеççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана