Атăлçире Тутарстан ял ипотекине илессипе лидерсен шутӗнче
Çӗнӗ хыпарсем

Атăлçире Тутарстан ял ипотекине илессипе лидерсен шутӗнче

2020 çултан пуçласа республикăра 4,4 пин çын ял ипотекипе усă курнă. Вӗсенчен чылайăшӗ пурăнма хатӗр çурт-йӗр туяннă, 338-ӗ застройщиксемпе сделка тунă. Тутарстан ял ипотекине илессипе Атăлçире виççӗмӗш вырăн йышăннине Росреестрăн Тутарстан Республикинчи управленийӗн пресс-служби пӗлтерет. Иккӗмӗш вырăнта Удмурт Республики (4,7 пин кредит), пӗрремӗш – Пушкăрт Республики (5,8 пин кредит).

«Кăçал пирӗн ведомство 1464 ял ипотекине регистрациленӗ. Программăпа ытларах Çӳлту, Лайăш тата Петрӗç районӗсенче усă кураççӗ», – пӗлтернӗ Росреестрăн Тутарстан Республикинчи управленийӗн ертӳçин çумӗ Лилия Бурганова.

2024 çулăн февраль уйăхӗн даннăйӗсем тăрăх программа ӗçлеме пуçланнăранпа пурӗ 11 миллиард тенкеллӗх 3 процентлă ставкăпа 4,2 пин кредит панă. Раççейӗпе ял ипотекипе усă курса 150 пин çемье пурăнмалли кил-çурт туяннă. Октябрь уйӑхӗнче РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин ял ипотекине малалла субсидилесси пирки хушăва алӑ пуснӑ – çак тӗллевпе 6,8 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 


Сельская ипотека

Нет комментариев