Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Атăлтан пуçласа Хура тинĕс таранах

Илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртас, çамрăк çыравçăсене литература ĕçне анлăрах явăçтарас, вĕсен илемлĕ хайлав çырас туртăмне малалла аталантарас тĕллевпе Шупашкар пултарулăх ăмăртăвне йĕркелет.

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсĕн ĕçне йĕркелекен комитет ларăвĕ иртнĕ.

Ăна Чăваш Республикин культура министерствин пай пуçлăхĕ Кирилл Павлов ертсе пынă. Вăл илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртас, çамрăк çыравçăсене литература ĕçне анлăрах явăçтарас, вĕсен илемлĕ хайлав çырас туртăмне малалла аталантарас тĕллевпе пултарулăх ăмăртăвне йĕркеленине пĕлтернĕ.

Конкурс йĕркелекен комитет ертÿçи Геронтий Никифоров регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» ăмăртупа тĕплĕн паллаштарнă. Комисси литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă ал çыру хайлавĕсене чÿк уйăхĕн пĕрремĕшĕччен йышăннине каланă вăл. Пултарулăх ăмăртăвĕ чи лайăх сăвă, чи лайăх калав, чи лайăх очерк, чи лайăх пьеса номинацисемпе иртет. Жюри пайташĕсем Чăваш Республикин паллă писателĕсемпе журналисчĕсем, тава тивĕçлĕ учителĕсем пулассине, конкурса тăратнă ĕçсене вĕсем пĕрремĕш тапхăрта пăхса тухса хак парассине, чи лайăх та паха хайлавсен авторĕсене иккĕмĕш тапхăра Шупашкара килме чĕнессине пĕлтернĕ.

Чăваш халăх поэчĕ, вăлах конкурс жюри председателĕ Юрий Сементер, поэт Василий Кервен, Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Юлия Анисимова, Çеçпĕл Мишши музейĕн пуçлăхĕ Антонина Андреева, наци вулавăшĕн пай пуçлăхĕ Галина Соловьева, Чăваш Республикин вĕренÿ министерствин ĕçтешĕ Ирина Степанова – конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене ÿсĕм тăрăх, 7–9-мĕш классенче вĕренекенсенчен тата 10–11-мĕш классенче вĕренекенсемпе студентсенчен кашни тăватă номинацире уйрăм палăртма йышăннă. Илемпе сăнарлăх енчен паха хайлавсене уйрăм ят/номинаци/ пама палăртнă.

Йĕркелÿ комитечĕ «Çĕнĕ хум» пултарулăх ăмăртăвĕн иккĕмĕш тапхăрне Шупашкарта наци библиотекинче шкул ачисен кĕрхи каникулĕнче ирттерме йышăннă. Унта жюри пайташĕсем çамрăк çыравçăсемпе поэзи, проза, очкрк, драматурги секцийĕсенче ăсталăх урокĕсем ирттерĕç, чаплă лару-тăрура уяв йĕркелесе çĕнтерÿçĕсене чыслĕç.

Ларăва пухăннисем чăваш халăхĕн чаплă поэчĕ – Çеçпĕл Мишши юбилейне халалланă «Çĕнĕ хум» ăмăртăвĕн ячĕ Атăлтан пуçласа Хура тинĕс таранах вăйлă хумпа сарăлса кайма ыр сунчĕç.

Чи лайăх хайлавсен авторĕсене-çĕнтерÿçĕсене чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнĕ ятпа Шупашкарта иртекен республика уявне чĕнме палăртнă. (Геронтий НИКИФОРОВ. А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс