Атте-анне сывӑ чухне эпир ачалӑхра
Атте-анне юратӑвӗ, вӗсен ӑшши - мӗнле паха вӑл. Эпир пурте кил ӑшши пур ҫӗре, юрату пур ҫӗре туртӑнатпӑр вӗт
Ҫимӗк кунӗнче Аксу районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче пурӑнакан Николай па Минуҫ инке Якличевсем пӗрлешнӗренпе 62 ҫул ҫитрӗ.
Тӗне кӗмен чӑвашсен ҫемйинче 7 ача ҫуралса ӳснӗ. Ӗнтӗ аслӑ хӗрӗ Люба та пенсире, июль уйӑхӗнче 60 тултарать.
Июль ҫак туслӑ ҫемьешӗн ҫуралнӑ кунсен уйӑхӗ. Коля пичче 85 ҫул тултарать ҫак уйӑхра, Минуҫ инке 86. Вӗсен 15 мӑнук, мӑнукӗсен ачисем 11-ӗн.
Ҫемье пуҫӗсем ҫине пӑхсан, вӗсем ҫав ҫула ҫитнӗ тесе калаймастӑп. Куҫӗсенче паянхи кун та юрату шевли ҫиҫет. Атте-анне юратӑвӗ, вӗсен ӑшши - мӗнле паха вӑл. Эпир пурте кил ӑшши пур ҫӗре, юрату пур ҫӗре туртӑнатпӑр вӗт. Ҫак ӑшӑ ачисемшӗн те, мӑнукӗсемшӗн те, вӗсен ачисемшӗн те пытӑр. Пӗр-пӗринпе юратса-килӗштерсе пурӑнакан ҫемье пурне те савӑнтарать.
Юратас килсех тӑрать сире. Мӗншӗн Юратмалла мар-ха сире? Пирӗншӗн тӗслӗх вӗт эсир!
Софья Синдимирова
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев