Авалхи йăла дискотекăпа вӗçленӗ
Халăх та улшăнать, йăласем те. Çамрăксем хальхи кӗвӗсемпе ташласшăн. Мӗнле вăрçăн вӗсене «Учук» дискотеки тунăшăн?
Кама леш енчи чăвашсен «Учук» фольклор фестивалӗ яланхи вырăнта июнӗн 29-мӗшӗнче иртет. Кăçал ăна официаллă майпа 13-мӗш хут ирттереççӗ патраклăсем. Фестивале йӗркелеме Элмет район администрацийӗ те хутшăннипе, унта чăваш çамрăкӗсен форумне ирттерме палăртнă. Çавăнпа та пирӗн халăхăн йăли-йӗркисене сăнлакан «Çумăр пăтти», «Хирти кӗлӗ», «Туслăх ярмăнкки», «Сӗркке патӗнче хăнара» темăллă площадкăсем ӗçне вӗçлесен уявра савăнăçлă чăваш дискотеки пуласси çинчен пӗлтерет Элмет райадминистрацийӗн пресс-служби. Ăна чăваш эстрада артисчӗсем ирттерӗç.
Йăлана пăсать-ши ку – калама йывăр. Тепӗр тесен, халăх савăнма килет вӗт праçнике. Çавăнпа та чуа уçса ташланинчен сиен пулмасть-тӗр. Çамрăксен хăйсенле савăнас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев