Аварисен шучӗ чакать – вилнисен шучӗ ӳсет
Март уйăхӗн 16-мӗш тӗлне статистика тăрăх, республикăра 463 çул-йӗр инкекне шута илнӗ, вӗсенче 57 вилнӗ, 581-ӗ суранланнă. Пăшăрхантараканни кунта – аварисен тата шар курнисен шучӗ чаксан та вилнисен шучӗ ӳсни. Кун пирки «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире Патшалăх автоинспекцийӗн республикăри управленийӗн ертӳçи Рустем Гарипов пӗлтерчӗ.
Трагедисен тӗп сăлтавӗсем нумай çул хушши улшăнмасăр юлаççӗ: пысăк хăвăртлăхпа пыни, хирӗç килекен çул çине тухни тата çуран çӳрекенсем çине кӗрсе кайни.
Сăмахран мартăн 15-мӗшӗнче Элмет районӗнче КАМАЗПА «Киа» çăмăл автомобиль çапăннă. Грузовик водителӗ юраман вырăнта пăрăнма шутланă. Сулахай енче пыракан çăмăл машина водителӗ те ку вырăнта пысăк хăвăртлăхпа пыма юраманнине шута илмен. Аварие пула «Киа» водителӗпе пассажирӗ вырăнтах вилнӗ. Тепӗр инкек январӗн 1-мӗшӗнче Ешӗлвар районӗнче пулнă. «Лада» водителӗ юраман вырăнта хирӗç çул çине тухсан «Рено» автомобильпе çапăннă. Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн правилисене пăхăнман водитель больницăра тăна кӗмесӗрех вилсе кайнă.

Тӗлпулура ачасен çул-йӗрпе транспорт травматизмне уйрăм тимлӗх уйăрчӗç. Кăçалхи икӗ уйăх хушшинче ачасем хутшăннипе 40 авари регистрациленӗ. Çулталăк пуçланнăранпа пассажир-ачасем хутшăннипе 22 авари пулнă. Çак аварисенче пӗр ача вилнӗ, 27-шӗ суранланнă. Ачасемпе çыхăннă инкексем çул-йӗр правилисене пăсакан водительсен айăпӗпе пулаççӗ, вӗсем е хирӗç килекен çул çине тухаççӗ, е дистанцие пăхăнмаççӗ.
Сăмахран февралӗн 2-мӗшӗнче Мамадыш районӗнче пулнă аварире Renault водителӗ хăрушсăр хăвăртлăхпа дистанцие пăхăнманнипе умри çурма прицеп çине кӗрсе кайнă. Пысăк тиевлӗ машина водителӗ ăна юртан тасатма чарăннă пулнă иккен. Çак инкекре çăмăл машина салонӗнче ларакан икӗ уйăхри хӗрача вилнӗ. Çакнашкал трагеди январӗн 2-мӗшӗнче Саба районӗнче те пулнă. Ӳсӗр BMW водителӗ хирӗç килекен çул çине тухса «Лада» автомобильпе çапăннă. Машинăри мăшăрӗсем вырăнтах вилсе кайнă, вӗсемпе пӗрле пулнă икӗ мăнукне госпитализациленӗ.

«Тархасшăн, ачăрсене машинăна лартнă чухне хăрушсăрлăх çинчен ан манăр. Шел те, чылай чухне аслисем çула тухнă чухне ачасен хăрушсăрлăхӗ çинчен шухăшламаççӗ. Статистика тăрăх, пассажир-ачасемпе çыхăннă аварисенчен ытларахăшӗ аслисен йăнăшӗсене пула пулса иртет. Хăш-пӗр ашшӗ-амăшӗ автокресло штрафран хăтăлас тесе кирлӗ çеç тесе шутлать. Анчах ку ун пек мар. Автокресло – аварие лексен ачана хӳтӗлеме пулăшакан пӗлтерӗшлӗ хатӗр», – пӗлтерчӗ тӗп автоинспектор.
Кăçалхи икӗ уйăхра кăна ачасене турттармалли йӗркене пăснăшăн 1500 ытла водителе явап тыттарнă. Çуран çӳрекен ачасемпе çыхăннă инкексен шучӗ те 28,6 процента ӳснӗ. Тӗп сăлтав – юраман вырăнта çул урлă каçни е çул çине ăнсăртран тухни.
Çуркунне çитсен каллех ачасем мототранспортпа çӳренипе аварисем нумайланаççӗ, çула çитмен çамрăксем хăрушлăха хаклама пултараймаççӗ.
Пӗлтӗр пулнă инкесем çинчен аса илтерчӗ спикер:
Пӗтреç районӗнче 15 çулти хӗрача квадроциклпа çăмăл автомашина çине кӗрсе кайнă. Вăл суранланнă, унпа пӗрле пулнă 12 çулти шăллӗ вырăнтах вилнӗ.
Павлă районӗнче пулнă аварире тăхăр çулти арçын ача квадроциклпа хăвăрт пынăранитлеттерейменнипе çаврăнса çапăннă. Çак аварире водителӗн çичӗ çулхи шăллӗ вилнӗ.

Шел те, трагедисем кăçал та пулнă ӗнтӗ. Мартăн 15-мӗшӗнче Хусанта питбайкпа пыракан 15 çулти çамрăк автомобильпе çапăннă. Çул çитменскерӗн транспорт хатӗрне тытса пыма ирӗк пулман, вăл ятарлă шлем та тăхăнман. Унăн питбайкине ятарлă стоянкăна илсе кайнă. Çул çитмен ачан ашшӗне 30 000 тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Материалсене çул çитменнисен ӗçӗсен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комиссие панă.
Спикер общество тӗрӗслевӗн пӗлтерӗшӗ çинче те чарăнса тăчӗ. «Народный инспектор» патшалăх информаци системи йӗркене пăсакансене хирӗç кӗрешес ӗçре тухăçлă инструмент пулнине пӗлтерчӗ. Приложени ӗçлеме пуçланăранпа март уйăхӗн 15-мӗшӗ тӗлне çур-йӗр правилисене пăсни çинчен пурӗ 11 009 видеоролик килнӗ, кăçал çулталăк пуçланнăранпа ку цифра 3 106 çитнӗ.
Март уйăхӗн 28-мӗшӗнчен пуçласа апрельӗн 5-мӗшӗччен Тутарстанра «Весенние каникулы» профилактика мероприятийӗ пуçланать. Çак вăхăтра автоинспекторсем ачасем çул-йӗр йӗркине пăснине тимлӗç, çутă тавăракан япаласемпе усă курнине тӗрӗслес тата пӗчӗк пассажирсене турттарас йӗркесене тӗрӗслес енӗпе рейдсене ирттерӗç.
ТР Патшалăх автоинспекцийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев