«Август-Муслюм» агрофирмăн Эстерӗ Раççейӗн чи нумай сӗт паракан 10 ӗни йышне кӗнӗ
Голштин ăрачӗллӗ çак рекордсменка-ӗне 2025 çулта 23,8 тонна сӗт (çуллăхӗ – 2,92%, белокӗ – 3,22%) панă, вăтамран талăкне 80 литр. Çулла вара кунне 109 литра та çитнӗ вăхăтсем пулнă. Çапла майпа пӗрре пăруланăранпа паянхи кунччен хуçалăх унран пӗтӗмпе 84 тонна сӗт суса илнӗ.
Эстер (инв. номерӗ 11174) 2021 çултанпа «Уразьметьево» ӗне-выльăх комплексӗнче пурăнать. Халь вăл 6 çул та 10 уйăхра. Çак вăхăтра 6 хутчен пăруланă, пурте тенӗ пекех вăкăр-пăрусем. Вӗсенчен пӗри Сэмпай «Элита» тӗп ăрат предприятин кӗтӗвӗнче халь, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби.
Раççейри Голштин ăрачӗллӗ чи нумай сӗт паракан ӗне пулнине палăртнă вăхăтра, 2026 çулхи июнӗн 8-мӗшӗнче, Эстер «Август-Муслюм» агрофирмăн специалисчӗсене тата тына пăру пăруласа савăнтарнă. Эппин, лайăх ăратăн малашлăхӗ пуласса кăна мар, Тутарстан Республикин рекорчӗсене çӗнетессе те шанаççӗ. Мӗншӗн тесен пăрушкан генӗсем чăнах та вăйлă, каларăмăр ӗнтӗ амăшӗ Эстер 11174 сӗт парассипе рекордсменка, ашшӗ Динамо 62081 вăкăр, Чех çӗршывӗнчен тухнă ăратран.
Эстер – малта пыракан технологисемпе агропромышленноçăн ăста менеджменчӗн пысăк çитӗнӗвӗн тӗслӗхӗ. «Технологическое обеспечение продовольственной безопасности» наци проекчӗн хамăр çӗршыв агросекторӗн эффективлăхӗпе конкурентлăхне ӳстерес тӗп задачине пурнăçлама май парать. (Сăнӳкерчӗк ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-службин).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев