Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Августа Уляндина шăнса кайнă куракана хӗрӳллӗ юрласа ăшăтрӗ

Шăматкун, сентябрӗн 10-мӗшӗнче, Хусанта VIII Республика шайӗнчи «Культурăсен мозаики» наци костюмӗсен фестивалӗ иртрӗ. Ăна РФ халăхсен культурин еткерлӗхӗн çулталăкне тӗпе хурса Тутарстан Халăхсен ассамблейи 30 çул тултарассине халалланă.

Хусан Кремлӗ çывăхӗнчи Казанка юханшывӗн çыранӗнчи пысăк сцена çине тухса калаçакансенчен кашни асăнчӗ çакна. Тӳреме пухăннă тӗрлӗ халăх çыннисене саламлама ТР Президенчӗн Шалти политикин ыйтăвӗсемпе департаменчӗн наци политикине пурнăçлассипе управлени ертӳçи Данил Мустафин, ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳпе, культурăпа, наукăпа тата наци ыйтăвӗсемпе комитет председателӗн çумӗ Людмила Рыбакова, ТР культура министрӗн çумӗ Ленар Хакимзянов, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Канашӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев, Тутарстанăн Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов тата Тутарстан наципе культура авономийӗсен ертӳçисем тухрӗç. Хусанти духовнăй семинари ректорӗ Владимир атте тата римпа католиксен прихучӗн настоятелӗ Андрей атте сцена çине хăпарчӗç.

Тӗрлӗ халăх культури, чӗлхи, юрри-кӗвви, тумӗсем, йăли-йӗрки çак кун пӗрлешсе чăнах та мозаикăран тунă ытарайми хитре эреш пек курăнчӗ айккинчен. Саламлама килнисен кашнин сăмахӗ асра юлмалла сулмаклăн илтӗнет.  

Людмила Рыбакова ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн, Тутарстан Халăхсен ассамблейин председателӗн Фарид Мухаметшин ятӗнчен саламларӗ. Савăнăçра та, хурлăх килсен те пирӗн халăх пӗрле чăтса ирттерме хăнăхнине, пӗрлӗхе пуçтарăнма ăнтăлнине каларӗ вăл. «Культурăсен мозаики» пек уявсем вара ăрусене çыхăнтаракан тӗвӗ пулса тăни çинчен каласа хăйӗн сăмахне вӗçлерӗ. 

Константин Геннадиевич сăмахӗсене яланхи пекех патриотла туйăмпа хӗрӳллӗн каларӗ. 30 çулхи юбилее паллă тума хатӗрленекен Тутарстан Халăхсен ассамблейи пӗрремӗш кунранах республикăри халăхсен хушшинчи туслăха çирӗплетессишӗн тăрăшни çинчен каласа пачӗ. «Пирӗн çӗршыв, Раççей эпир пӗрле чухне çеç вăйлă пулайӗ. Мăн асаттесем панă еткере упраса хăвармалла пирӗн», – тесе вӗçлерӗ сăмахне Тутарстан Халăхсен ассамблейин Канашӗн Ӗçтăвком председателӗ. 

Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов фестивале 8-мӗш хут йӗркелесе ирттерме пулăшнăшăн ТР Президентне, республика ертӳçисене тав турӗ. Кӳршӗри регионсенчен хăйсен наци автономине тӗрев пама килнӗ артистсене тав турӗ. Тӳреме пухăннă çынсене те фестивале хутшăнакансене те Тутарстан халăхӗсен культурин нумай енлӗхӗпе савăнса киленме сунчӗ. Нумай пулмасть Ассоциацие кӗнӗ Якут наци обществи те хутшăнчӗ фестивале. Юрату çинчен калакан хитре юрăпа савăнтарчӗ хӗрарăмсен дуэчӗ.

Чăнах та савăнмалли çак кун, çак каç нумай пулчӗ. Малтанах концерта, пролог умӗн Хусанти Туслăх Çуртӗнче чăмăртаннă пултарулăх ушкăнӗсем сцена çине тухрӗç. Пролога вара пӗтӗм юрăç, ташăçă хутшăнчӗ: пӗччен юрлакансем, коллективсем. Кашни халăхăн хăйӗн тумӗ, калăн çаранти хитре-хитре чечексем. 

Чăваш халăхӗн культурине икӗ коллектив кăтартрӗ тесен тӗрӗсех. Малтанах  Халăхсен Туслăх Çурчӗ çумӗнчи «Ӗмӗт» çамрăксен ансамблӗ пулчӗ сцена çинче, каярах Шупашкартан ЧР халăх артистки Августа Уляндина шăнса кайнă куракана (сивӗрехчӗ вăл кун Казанка çумӗнче) хăйӗн «Ярды» ушкăнӗпе хӗрӳллӗ юрласа ăшăтрӗ. 

Çын пухăннă вырăнсене сутуçăсем сырса илеççӗ. Халӗ те çаплах çырас килет, анчах, шел, ун пек калаймăпăр. Чăнах та сутуçăсен сӗтелӗсем пурччӗ тӳремре, анчах 3-4 сӗтелтен ытла марччӗ. Кун пек уявсем ӗçме-çимепе пуян пулаканччӗ. Хальхинче наци апачӗсене туянма сӗнекенсем пулмарӗç. Пӗр этнофестивальтен юлман удмуртсен перепечи пӗçерекен кăмаки те курăнмарӗ хальхинче.

Апла пулин те, уяв хаваслă иртрӗ. ТР тава тивӗçлӗ артисчӗ Фирдус Тямаев вӗçлерӗ уява, анчах артист хăйӗн ушкăнӗпе фестиваль уçăлсанах сцена çине тухса юрă шăрантарчӗ. Çакна онлайн пăхакансене офлайн курма чӗннӗ пек ăнланмалла. Иртнӗ номерте çырнăччӗ, фестивале йӗркелекенсем пӗрремӗш çул мар информаци технологисен аталанăвӗпе усă кураççӗ. «Культурăсен мозаики» уçăлсанах онлайн пăхма условисем туса панă.  Икӗ пин ытла çын çакăнпа усă курнă (сăмах май, кам фестивальте пулайман, паян та фестивале пăхма пултаратăр). Тӳремри тăватă пин çын фестивале офлайн хутшăнчӗ. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата ВКонтактери «Мозаика 

культур» ушкăнӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев