Автоград Çӗнӗ çула хатӗрленет
Çырчаллинчи Çӗнӗ Çул лапамӗ кăçал хула çыннисене уйрăм илемӗпе тӗлӗнтерӗ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тăрăх, икӗ юбилейлă датăна – Çырчаллин 400 çулне тата КАМАЗăн пӗрремӗш автомобильне кăларнăранпа 50 çул çитнине – халалласа капăрлатасса хыпарлать vestikamaza.ru сайт. Ҫапла вара, «Азатлык» тӳремре юбилейлă пулӑмсем валли ятарласа тунӑ çӗнӗ декораци элеменчӗсем пулӗç. Тӗп капăрлăхсенчен пӗри – лапама кӗнӗ çӗрте вырнаçтарма палăртнă «400 çул» пысăк конструкци пулӗ.
«Архитектура, хула строительствипе пурăнмалли çурт-йӗр аталанăвӗн управленийӗ енӗпе пулăшу кирлӗ-тӗк – пулăшăпăр. «400» тата «50» пысăк конструкцисене суту-илӳ е административлă çуртсем патӗнче арка е фотозона евӗр усă курма пулать. Фасадсене капăрлатнине те ырлăпăр кăна, вӗсем хăйсем патне туртакан вырăн пулса тăрӗç, хула çыннисемпе хăнасен кăмăлне çӗклӗ», – палăртрӗ генеральнăй планпа территорисене аталантарассин пайӗн начальникӗ Малика Шамсиева. Кунпа пӗрлех хулан тӗп елкин каркасне вырнаçтарас ӗç вӗçленсе пырать. Автомобиль çулӗсен предприятийӗн ӗçченӗсем чăрăш турачӗсене çирӗплетмелли тата илюминаци çакмалли кăна юлнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев