Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

– Ахванеç, эс салтакра пулнă-и?

Кăштах кулăш – ӗçре пулăш!

– Ахванеç, эс салтакра пулнă-и?

– Çук. Мана илмерӗç...

– Ма вара?

– Тупаймарӗç...

* * *

– Акă вула пулăсем çинчен çырнине. Вӗрен вӗсенчен чӗмсӗртерех  пулма, – тет упăшки Яка Кулинене.

– Эсӗ малтан хăв пулăсем пек шыв кăна ӗçме вӗрен-ха, – маххă памасть Кулине. 

* * *

Хӗлле. Шартлама сивӗ. Вăрман. Упа шăтăкӗ умӗнче мулкач тăрать. 

– Упа, упа тетӗп! Мӗн пытантăн, тухмастăн?! Мӗн, манпа çапăçма тухма шикленетӗн-и?! Эп сана пӗр урапах тапса сирпӗтетӗп! – кăшкăрашать хайхискер.

Юнашар йывăç туратти çинче ларакан курак:

– Мулкач, эс мӗн кăшкăрашатăн? Упа çывăрать хӗлле...

– Пӗлетӗп çав...

* * *

Алăкран шаккаççӗ. Вӗçкӗн Ваççа уçать.

– Ӗнер кӳлӗре путакан арçын ачана эсир çăлнă-и?

– Çапла.

– Кепки ăçта?

* * *

– Эп çырмана ӳкес пулсан мӗн тунă пулăттăн? – тӗпчет Чипер Марине упăшкинчен.

– Пулăшу ыйтма кӳршӗ яла чупнă пулăттăм.

– Ара, кӳршӗ ял инçе вӗт-ха... 

– Саншăн, чунăм, эп тата аяккарах чупма та хатӗр!

 

Александр Эшкинин сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев