АЗНАКАЙРА ПӖР-ПӖРИН ЙĂЛИ-ЙӖРКИНЕ ХИСЕПЛЕÇÇӖ
Иртнӗ шăматкун Азнакай хулипе районӗн Культура çуртне хирӗç лаптăкра фольклор ансамблӗсем хутшăннипе пысăк уяв пуçланчӗ. Ăна Тутарстанри Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне халалланă.
Азнакай районӗнче 34 тӗрлӗ халăх пурăнать. Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче 10 диаспора хăйсен культурине, йăли-йӗркине упрас тӗлӗшпе нумай ӗç пурнăçлать. Çавсем кашни праçникре кăмăллă уявсем йӗркелеççӗ те ӗнтӗ.
Азнакай районӗнче чăвашсем пӗртен-пӗр ялта – Çутă Кӳлӗре – пурăнаççӗ. Вӗсем тăван халăхăн культурипе йăли-йӗркине упраса хăварса аталантарас енӗпе нумай тăрăшаççӗ. Шăматкун иртнӗ уява та хастар хутшăнчӗç çутăкӳлӗсем.
– Нумай функциллӗ центрта «Нарспи» фольклор ансамблӗ йӗркелерӗмӗр, чăваш халăх юррисене вӗренетпӗр, концертсене, смотрсене хутшăнатпăр. Ял-йышпа пуçтарăнса Çăварни, Мăнкун, Çимӗк, Учӳк уявӗсене ирттеретпӗр, – тет Ирина Закирова (Саргандиева).
Азнакай районӗнче ытларах тутарсем (халăхăн 85 проценчӗ) пурăнаççӗ пулин те, кунта ытти наци культурипе йăлисене те хисеплеççӗ. Çаплах Азнакайра сахалрах йышпа пурăнакансем те тутар халăхӗн чӗлхине, культурине хисеплеççӗ. Çак праçник те пӗрлӗхпе туслăхăн палли пулчӗ.
Резеда ШАРИПОВА.
(Тутарларан Ухтияр ИЛЮХИН куçарнă).
М.Ибрагимов сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев