Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Багдад кинофестивалӗпе «Алтын минбар» пӗр-пӗрин кино кунӗсене ирттерме калаçса татăлчӗç

Кинофорум кунӗсенче «Алтын минбар» Багдад кинофестивалӗпе ӗçлӗ килӗшӳ турӗ. Документа Багдад кинофестивалӗн президенчӗ Джаббар Джуди Джаббар Аль-Абоди «Алтын минбар» ӗç тăвакан директорӗ Миляуша Айтуганова алă пусса çирӗплетрӗç.

Хусанăн Халăхсен хушшинчи «Алтын минбар» кинофестивалӗн программи анлă пулчӗ. Юбилейлă кинофестиваль Kazan Digital week форум программине культура мероприятийӗ пулса кӗни ун шайне ӳстерчӗ. Çак площадкăра киноиндустри ӗçченӗсем кинематографин тӗнчери тренчӗсене сӳтсе яврӗç. 
Кинофорум программинче конкурса кӗнӗ тата кӗмен фильмсен кăтартăвӗсем, режиссерсемпе, актерсемпе творчествăлла тӗлпулусемсӗр пуçне ӗçлӗ пайӗ те пулчӗ. Нумайăшӗ Хусанти культурăпа искусствăсен институтӗнче иртрӗ. 
«Ногай» хăна çуртӗнче вырнаçнă пресс-центрта вара пресс-конференцисем иртрӗç. Çакăнтах çӗршывсен кинофестивалӗсем хушшинче ӗçлӗ килӗшӳсем çирӗплетрӗç. 
Хусанăн Халăхсен хушшинчи «Алтын минбар» кинофестивалӗ Александрийăн кӗске метражлă фильмӗсен фестивалӗпе (Египет), анимаци фильмӗсен BABYLON фестивалӗпе, Сауд Аравийӗн кинофестивалӗпе ӗçлӗ килӗшӳсем çирӗплетрӗ. 
Сентябрӗн 8-мӗшӗнче «Алтын минбар» Багдад кинофестивалӗпе ӗçлӗ килӗшӳ турӗ. Документа Багдад кинофестивалӗн президенчӗ Джаббар Джуди Джаббар Аль-Абоди «Алтын минбар» ӗç тăвакан директорӗ Миляуша Айтуганова алă пусса çирӗплетрӗç. 
— Пирӗн çӗршывра кинематографи процесӗсене патшалăх шайӗнче йӗркелессипе çыхăннă задачăсем çав тери нумай. Ку çулта пӗрремӗш хут пирӗн кинофестивале Правительство тӗрев пачӗ, — лару-тăрупа паллаштарчӗ Джаббар Джуди Джаббар Аль-Абоди. — Хусана чӗннӗшӗн пысăк тав. Халӗ эпир ӗçлӗ партнерсем шыратпăр. Хусан кинофестивалӗ пирӗншӗн чи хаклисенчен пӗри. Эпир тӗрлӗ облаçсенче пӗрле ӗçлеме хатӗр. Культура хутшăнăвӗсем маншăн çав тери пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем пире хамăрăн культурăпа паллаштарма тата ытти халăхсен культурине пӗлме май парать, — терӗ Багдадран килнӗ хаклă хăна. 
Миляуша Айтуганова тӗрлӗ çӗршывсен кинофестивалӗсемпе ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетес йăла тахçанах çирӗпленнине палăртрӗ. 
— Ку пирӗн ӗç чиккисене анлăлатать, Хусан кинофестивалне тӗнчене, уйрăмах ислам тӗнчине тухма, ун çинчен пӗлтерме, программăсемпе, хутшăнакансемпе ылмашăнма май парать. Ак хисеплӗ Джаббар Джуди те Ирака таврăнсан пирӗн çинчен каласа пӗлтерессе шанатăп. Багдад кинофестивалӗ çамрăк-ха, вăл пирӗн кӗçӗн шăллăм пулӗ, — терӗ Миляуша Айтуганова. 
Документа алă пуснă хыççăн Багдад кинофестивалӗн президенчӗ Багдад кинофестивалӗнче Тутарстанăн, «Алтын минбарта» Ирак киновӗсен кунӗсене ирттерме сӗнчӗ. 
Ирина ТРИФОНОВА. 
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура