Беларуç вăрманçисем Тутарстанра мӗн тăваççӗ?
Беларусь Республикин вăрман хуçалăх министрӗ Александр Кулик ертсе пыракан делегаци ӗнер Тутарстана ӗçлӗ визитпа килчӗ. Тӗллевӗ – опытпа паллашса ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелесси.
ТР вăрман хуçалăхӗн министрӗпе Равиль Кузюровпа пӗрле хăнасем ӗнер Саба районӗнчи вăрман хуçалăхӗнче пулчӗç. Тутарстансем вăрман ӗçне мӗнле йӗркеленипе Сабаш вăрманӗнче паллашнă хыççăн селекципе вăрлăх центрне, Н.М.Минниханов ячӗллă дендрарие, «Вăрман пушар центрне» тата йывăç тирпейлекен комбината çитсе килчӗç. «Хуçа алли сисӗнет», – терӗç Беларусь Республикин Вăрман хуçалăх министерствин ӗçченӗсем ӗнер курни-илтнине хак парса.
Беларусь Республикин тӗп вăрманçин Александр Куликăн сăмахӗсемпе, республикăсен вăрман ӗçӗсен мӗлӗсем тӗрлӗрен пулсан та, тӗллевӗсем пӗр – вăрман ӳстересси, сыхласси. Вăрман хуçалăх ӗçӗн аталанăвӗнче пӗр-пӗрин опычӗпе паллашмалли потенциал пысăк, мӗншӗн тесен вăхăт иртнӗ май технологисем улшăнаççӗ, законодательство çӗнелет. Хупă тымар системин çӗнӗ технологийӗпе усă курса вăрман культурисен шутне ӳстересшӗн вăрманçăсем. Климат улшăннипе Раççейре те, Беларуçре те йывăçсем чирлес, сăтăрçисем сарăлас хăрушлăх пуррине кура наука заведенийӗсемпе тачă çыхăнса вăрмана сыхламалли çӗнӗ технологисем хатӗрлес шутлă. «Тутарстанра вăрман ӗçне мӗнле йӗркеленине пăхнă хыççăн сиртен вӗренмелли пуррине куртăмăр. 89 регионтан малти вырăна пӗр ахаль тухман иккен. Савăнатпăр ӗçтеçсемшӗн. Вăрман управленийӗн мелӗсем пирӗн расна (Беларуçре йăлтах патшалăх аллинче) пулсан та, ӗçтешсене хамăр пата килме йыхравларăмăр, кăтартăпăр та, каласа та парăпăр»,– терӗ Александр Антонович.
Тутарстансен вӗсенчен вӗренмелли чăнах та нумай: вăрмансене пушарсенчен сыхламалли çӗнӗ технологисем (2015, 2019 çулсенчи вăйлă пушарсем хыççăн Беларуç вăрманӗсем автономлă режимлă видеосăнав системи çине куçнă), техника тивӗçтерӗвӗ, питомниксем, вăрман культурисене пăхассине механизацилени…
«Беларуçсен вăрман ӗçӗ пирӗншӗн тӗслӗх. Пӗр 5 çул сирӗн мелӗрпе ӗçлекен пилотлă регион пуласшăн эпир. Çавăнпа малашне тачă çыхăнса ӗçлеме шутлатпăр»,– пӗлтерчӗ тӗп шухăша ТР Вăрман хуçалăх министрӗ Равиль Кузюров. Пилотлă регион пуласси хальлӗхе татăклă мар пулсан, туслă çыхăну йӗркеленчӗ те ӗнтӗ. Икӗ республика та вăрман лартмалли акцисем ирттерессине йăлана кӗртнӗрен вăрманçăсем çитес çуркунне пӗрле йывăç лартма, сезон ӗçӗсем хыççăн Беларуçре тӗл пулма калаçса татăлчӗç. (Сăнӳкерчӗксем minleshoz.tatarstan.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев