Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

БЕСПИЛОТНИКСЕМ ВАЛЛИ ПОЛИГОН

Çырчаллинчи автомобиль завочӗ хăй кăларакан автотехникăн çӗнӗ моделӗсене, çав шутра пилотсăр çӳрекеннисене те, тӗрӗслемешкӗн ятарлă полигон тума пуçланине пӗлтерет предприятин пресс-служби. Çӗнӗ полигон наукăпа техника центрӗ çумӗнчех пулать. Малашне унта завод кăларакан мӗнпур машинăна çӳреслӗх, чăтăмлăх, тормоз, тулашри шăв-шав енӗпе, электронлă майпа çӳретессин ADAS системине тӗрӗслӗç

Роботлă машинăсем чăн пурнăçра мӗнле çӳренине сăнас шутпа çурт-йӗрлӗ, хӗреслӗ çулсемлӗ, светофорлă хула макетне лартӗç. Çаплах тӗрлӗ сийлӗ çулсем, радарсемпе лидарсене тӗрӗслемелли вăрăм тоннель те тăвӗç. Çапла майпа завод кăларакан çӗнӗ техникăна 80 процент таран ку полигонра тӗрӗслӗç. Чăн та, 100 проценчӗпех тӗрӗслемешкӗн техникăна унчченхи пекех Мускав çывăхӗнчи Дмитров хули патӗнчи полигона илсе кайма тивӗ, мӗншӗн тесен хамăр полигонăн трасси пурӗ те 770 метр кăна, ку вара темиçешер тоннăллă йывăр тиевлӗ машинăн хăвăртлăхне тӗрӗслеме çителӗксӗр. Çаплах Мускав, Астрахань облаçӗсенчи, Крымри тата Ханты-Манси автономи округӗнчи полигонӗсемпе те усă курма тивӗ. Çырчаллинчи полигона 2022 çулхи октябрь уйăхӗнче туса пӗтерме палăртнă. Пӗтӗмӗшле вăл 11 гектар (тата 5 гектар хушăнма та пултарать) лаптăк йышăнӗ.

ПАО КАМАЗ сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев