Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Богдан Каримовпа Дмитрий Никитин «Снежная битва» бахăра çӗнтернӗ

Иртнӗ канмалли кунсенче – февралӗн 14-15-мӗшӗсенче – Мускав çывăхӗнчи «Алискино Мотоспорт Арена» автоспорт комплексӗнче «Снежная битва» баха, урăхла каласан ралли-рейд, иртнӗ. Унта Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» командăран Богдан Каримов пилотпа Дмитрий Никитин штурман хутшăннă.

Асăннă чупу çӗнӗ-ха, кăçал иккӗмӗш хут кăна иртнӗ. Хальхинче вăл Мускав облаçӗн чемпионачӗ пек пулнă. Раллие хутшăнакансен икӗ кун хушшинче 5 ятарлă участок урлă иртме, 200 километра яхăн дистанцие парăнтарма тивнӗ.

Пӗтӗмпе Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен 30 экипаж старта тухнă. Ăмăртăва хутшăнакансен хушшинче Пӗтӗм Раççейри, халăхсен хушшинчи ăмăртусенче пӗрре мар çӗнтернӗ ATVARMOR Racing Team команда (пилочӗ Егор Охотников), моторалли енӗпе 2025 çулта Раççей Кубокне тивӗçнӗ Андрей Бокша, «Пурçăн çул – 2025» раллире Т1 класра çӗнтернӗ Павел Андреев, Т3 зачета хутшăннă Анастасия Нифонтова тата ыттисем пулнă.

«КАМАЗ-мастер» командăран, каларăмăр ӗнтӗ, грузовиксен класӗнчи 2025 çулхи Раççей чемпионӗ Богдан Каримов тата «Дакар» ралли-рейдăн темиçе хутчен чемпионӗ, Africa Race 2017 ралли çӗнтерӳçи Дмитрий Никитин штурман хутшăннă. Ентешӗмӗрсем хальхинче хăнăхнă пек мăнаçлă та хăватлă, пысăк та йывăр грузовикпе мар, баггипе ăмăртрӗç. Ку вӗсемшӗн хăйсемшӗн те çӗнӗлӗх пулчӗ. Тата юр çийӗн ăмăртма та уйрăм хăнăху кирлӗ вӗт-ха. Анчах та Богданпа Дмитрий хăраканнисем мар. Пуçласа баггипе ăмăртрӗç пулсан та, иккӗмӗш кун техника енчен йывăрлăхсем сиксе тухсан та 1-мӗш вырăнпа таврăнчӗç вӗсем ку ăмăртуран. Пӗл пирӗннисене!

Ăмăрту вӗçленсе результатсене пӗлтерсенех Дмитрий Никитинпа çыхăнса черетлӗ çӗнтерӳпе саламларăмăр. Аса илтеретпӗр, Дмитрий Николаевич – Çырчалли чăвашӗ. «КАМАЗ-мастерăн» чи опытлă штурманӗсенчен пӗри вăл. Хаваспах хăйӗн савăнăçне пирӗнпе пайларӗ ентешӗмӗр.

– Çапла, ку чемпионат пирӗншӗн çӗнӗлӗх. Юр тăрăх баггипе пуçласа ăмăртрăмăр. Тӳрех каласа хăвармалла, ку машинăн стандартлă версийӗнче чӳречесем вырăнӗнче кӗленче çук, уçă автомобиль вăл. Йӗркелӳçӗсем пире юр тăрăх çӳремелли хӗллехи комбинезонсем тăхăнма ирӗк пачӗç. Çавăнпа кăна меллӗрех пулчӗ ăмăртма. Шăматкун ăмăрту иртекен вырăнта +2 градус ăшăччӗ, çумăр та çукаларӗ, çавăнпа вырăн-вырăнпа кӳлленчӗксем те пурччӗ трасса çинче. Куçлăхсене тăрсан-тăрсан пусма татăкӗпе сăтăркаласах тăма тиврӗ. Каçпа вара -14 градус таран сивӗтрӗ, ирхине -10-ччӗ. Трасса пăр кăна. Брустверсем бетон пек хытса кайрӗç. Кăшт йăнăшни те пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать кун пек чух. Çанталăк сивӗтнипе йăлтах шăнса ӗлкӗреймен кӳлленчӗксем çине пырса кӗрсен пирӗн çине сирпӗнекен шывлă-пăрлă хутăша куçлăх çинчен пӗр çеккунт хушшинче мӗнле майпа та пулсан сăтăрса тасатаймарăн пулсан, тепӗр çеккунтран умра мӗн пулнине курми пулатăн. Эпир ăмăртнă багги питӗ çаврăнăçуллă, хăвăрт çӳреет. Иккӗмӗш кунхи ăмăртура самаях шăнтăмăр. Ку категорире пӗрремӗш хут ăмăртăва хутшăнтăмăр пулсан та, ума лартнă задачăна пурнăçларăмăр. Çакăншăн савăнатпăр та, – терӗ Дмитрий.

Ентешсене черетлӗ çӗнтерӳпе чӗререн саламлатпăр! Малашнехи ăмăртусенче те ăнăçу сунатпăр.

Сăнӳкерчӗк Д.Никитинăн харпăр архивӗнчен.

 


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Знай наших