ХАЛĂХ ТУЯНАКАН ÇĂКĂР ХАКЛАНМАСТЬ
Мартăн 1-мӗшӗнчен ытти çăкăр хаклансан та, «Сельский», «Дарницкий» тата 1-мӗш сортлă шурри хакланмаççӗ. Вӗсен хакне республика тимлӗхре тытать.
Март уйăхӗн 1-мӗшӗнчен çăкăр хакланать текен хыпара социаллă сетьсенче хӗрӳллӗн сӳтсе явнăран тата массăллă хыпар хатӗрӗсем ыйтăва уçăмлатма хистесех ыйтнăран ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерстви çапла пӗлтерет: социаллă çăкăрсем («Сельский», «Дарницкий» тата 1-мӗш сортлă шурри) хакланмаççӗ. Мӗншӗн тесен çак тӗллевпе çăкăр пӗçерекен предприятисене республика 2018 çулта – 38,4, кăçал 41,1 миллионшар тенкӗ субсиди уйăрнă. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев