Çăлтăрсене шанас пулсан çитес эрне пит начарах пулмӗ
Тарасасен çитес эрнере укçа-тенкӗ кӗрсех тăрӗ, Ухăçăсен вара мăшăрне чӗнмесен аванрах пулӗ, Ту Качаки йăл пӗсле тăрай тейӗ.
Эрнелӗх гороскоп 17.10 – 23.10
ТАКА 21.III-20.IV
Ку эрнере маларах палăртнă кун йӗркине пăхса тухма тӳр килет. Халь сывлăха, ӗçе ытларах тимлӗх уйăрмалла. Юлташăрсемпе çак кунсенче тӗл пулмасан та юрӗ. Таврари çынсене кӳренме юрамасть халь. Сире темӗнле сивлесе калаçсан та чăтăр. Сиенлӗ йăласенчен сипленме меллӗ вăхăт.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Юратури хутшăнусем сире эрнипех канăçсăрлантарӗç. Пӗр енчен илсен хутшăнусене ЗАГСа кайса пичетпе çирӗплетес килет, тепӗр енчен – юратнă çыннăр çемьене тытса тăмалăх укçа-тенкӗ ӗçлесе илесси пирки иккӗленетӗр. Финанс ыйтăвне савнийӗр умӗнче ан çӗклӗр,чылайлăха хирӗçсе каяс хăрушлăх пур. Çемйӗре тимлӗхе илӗр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Кил-çурта хăтлăрах тăвассишӗн ăшталанса çӳретӗр, анчах çакна тума çăмăл мар. Ашшӗ-амăшӗпе пурăнакансен хӗрсе кайсах тавлашма тивет. Тен, хăвăра килӗшнӗ пек илем кӳртсе аслисене тарăхтариччен пуриншӗн те усăллă япала илмелле кил валли. Калăпăр аэрогриль е тата мӗн те пулин усăлли, кăсăкли.
РАК 22.VI-22.VII
Ку тапхăрта тăтăш çынпа хутшăнма тӳр килет. Юлташăрсен ӗçӗ-хӗлӗ те интереслентерет сире. Пӗр-пӗр пӗлӗш сире шалт тӗлӗнтерӗ. Ыррипе мар, çав çынна ӳлӗм шанмăр урăх. Çулçӳревре интереслӗ çынпа паллашатăр, кӗçех романтикăлла тӗлпулусене васкама тытăнатăр. Пысăк кану мероприятине тухма та юрать.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Халь сирӗн пӗтӗм шухăшăр тупăш илесси пирки. Ӗмӗтӗрсем те укçа-тенкӗпе тачă çыхăннă: тăванăрсем сире пулăшма хатӗр пулӗç. Юлташăрсемпе хутшăнусем сивлек.Çакăн пек чух çемье сирӗншӗн чи çывăххи, чи хакли пулнине ăнланса илетӗр.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Юлташăрсемпе пӗлӗшӗрcене мӗнпе-тӗр тӗлӗнтерес тейӗр. Имидж улăштарни те çителӗклех, ку та сирӗншӗн хăюллă утăм. Пӗтӗмӗшле илсен сирӗн çӗнӗ сăнар таврари çынсене килӗшет, ӗçӗрте çав-çавах тиркекенсем тупăнӗç.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Çак эрнере кулленхи шăв-шавран канас килӗ сирӗн. Ăс-хакăл пуянлăхне ӳстерессипе ӗçлӗр, Инди, Китай ăслăлăхӗсене вулăр. Укçа-тенкӗ енчӗке кӗрсех тăрӗ. Çăлтăрсем асăрхаттараççӗ: ку эрнере çула тухмалла мар.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Тахçанхи туспа хирӗçсе каятăр. Çак вăхăтрах çăлтăрсем интереслӗ кăмăллă çынпа паллашасса систереççӗ. Эсир унпа хăвăрт туслашатăр. Творчество çыннисене ку эрне нумай интереслӗ калаçусем, хутшăнусем парнелӗ. Социаллă сетьсенче çынпа нумай хутшăнатăр.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Çемьеллисен партнерсемпе хутшăнусем япăхаççӗ. Эрне пуçламăшӗнче эсир каланă ăслă шухăшсене никам та йышăнмӗ. Паллах, кӳрентерет ку. Апла пулин те вăрçăнассинчен тытăнса тăрăр. Ачасемпе выляма, зоопарка, концерта тухма аван çак кунсенче.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Çак кунсенче çӗннине пӗлес килни ӳсет, кам-тăр çулçӳреве тухать, кам-тăр кӗнеке вулать, кам-тăр кино пăхать.Çӗнӗлӗхсем сире йăлт хăйсен енне туртса илме пултараççӗ, хуçалăхри ӗçсем çинчен те манса кайăр. Кил-çурта тирпей-илем кӗртме ан манăр.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Эсир теветкелленме юратнине çак кунсенче наян та асăрхать.Приключенисем илӗртеççӗ, пӗр вырăнта тӗк ларма памаççӗ. Астаракан вăйăсене кăмăллакансене уйрăмах асăрхаттараççӗ çăлтăрсем. Савнийӗрпе хутшăнусем савăнтараççӗ.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Эрнери пур пулăм сирӗн партнерсемпе çыхăннă. Ӗç пирки сăмах пырать-тӗк ют çӗршыв çыннисемпе ӗç ăнать. Мăшăрăрпа хутшăнусем кăткăс. Енчен те эсир савнă çыннăрпа çулçӳреве пуçтарăнаттăрччӗ-тӗк, пӗлӗр: тăванăрсенчен пӗри сире чăрмантарма пăхать (тен, ятарласа та мар). Канмалли кунсем çывхарнă май пур ыйтăва та ăнăçлăн татса паратăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев