Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăк блогерсене çӗнӗ вӗренӳ проектне хутшăнма чӗнеççӗ

«Движение Первых» юхăм «Блоги на родных языках» вӗренӳ проектне хута ярать. Проекта хăйсен блогне тутарла, чăвашла е ытти чӗлхепе ертсе пыракан 10-17 çулсенчи ачасемпе çамрăксем хутшăнма пултараççӗ.

Заявкăсене июлӗн 14-мӗшӗччен çак ссылкăпа памалла.

Проект шайӗнче паллă çынсемпе, креативлă индустрин представителӗсемпе тата ытти спикерсемпе тӗлпулусем иртеççӗ, хула тулашӗнчи лагерьте тӳлевсӗрех вӗренӳ, интернет урлă вӗренмелли онлайн-лекцисем пулаççӗ. 

«Блоги на родных языках» вӗренӳ проектне хутшăнакансем «Движение Первых» юхăмăн проекчӗсен амбассадорӗсем пулма, çавăн пекех «Блогер Движения»  официаллă статуса тата мероприятисене  аккредитаци илме май пулать. Унсăр пуçне çамрăк блогерсем валли мерчсемпе парнесем те  хатӗрленӗ.

Проект ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен чӗлхисене упраса хăварассипе тата аталантарассипе комисси пулăшнипе пурнăçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: молодежь Родной язык минмолодежи чувашский язык