Çамрăксен ассамблейи иртнӗ эрнекун 2024 çулта тунă ӗçсене пӗтӗмлетрӗ, 2025 çула плансем палăртрӗ
Хусан Кремлӗнчи Йышăну залӗнче иртнӗ ТР халăхсен Çамрăксен ассамблейин черетсӗр суйлавпа отчет конференцийӗ пирки пырать. Унăн ӗçне Тутарстан Республикин муниципаллă районӗсемпе хула округӗсенчен 110 делегат хутшăнчӗ. Çавăн пекех представительствăсен ертӳçисемпе çамрăксен этнокультура проекчӗсен координаторӗсем пулчӗç.
Тутарстан Халăхсен ассамблейин Председателӗ Фарид Мухаметшин, Тутарстан Республикин Раисӗн Шалти политика ыйтăвӗсен департаменчӗн Наци политикин управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Евгений Ефимов, вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Минзалия Закирова, культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Айгуль Сабирова, «Мы – Россияне» Раççей халăхӗсен Çамрăксен ассамблейин председателӗ Дина Громатикополо (Мускав), Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров, Халăхсен ассамблейин Канашӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ренат Валиуллин, Хусанти патшалăх культура институчӗн ректорӗ Роза Ахмадиева тата ытти хисеплӗ хăнасем пулчӗç мероприятире.

Конференцие Çамрăксен ассамблейин председателӗн ӗçне туса пыракан Диляра Дамар уçрӗ, Тутарстан Халăхсен ассамблейин председательне Фарид Мухаметшина сăмах пачӗ. Фарид Хайруллович пухăннисене ТР Раисӗ Рустам Минниханов ятӗнчен саламласа 2024 çулта тунă ӗçсемшӗн ырларӗ. Республикăри тӗрлӗ халăх ывăл-хӗрӗ Тутарстан, çӗршыв, тӗнче шайӗнчи проектсене хутшăнса пысăк çитӗнӳсем тунине палăртрӗ. Тӗрлӗ наци çыннисене килӗштерсе пурăнма пулăшакан Халăхсен ассамблейин çамрăксен юхăмӗ ку ӗçе хастар хутшăннине палăртрӗ.
Кăçалхи суйлавсем çинчен те каларӗ вăл. Республикăшăн чи пӗлтерӗшлӗ суйлав – сентябрӗн 14-мӗшӗнче ТР Раисне суйласси. Республикăн муниципаллă районӗсенче хăйтытăмлăх управленине 7500 депутат суйласси те пӗлтерӗшлӗ. Çынсем кӗтни, ыйтни пурнăçланасси шăпах депутата суйланă çынсенчен килӗ. Ф.Мухаметшин çамрăксене суйлава хастар хутшăнмалли çинчен астутарчӗ, суйлавçă пек кăна мар, хăйсен кандидатурисене тăратма чӗнчӗ.
Пирӗншӗн пуриншӗн те 2025 çулта Аслă Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине, республикăри Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тивӗçлипе, çителӗклӗ тимлӗх уйăрса ирттересси тӗп задача пулса тăрать. Çаксем çинче те чарăнса тăчӗ Фарид Хайруллович, мероприятисене çамрăксем хастар хутшăнасса иккӗленмест вăл.
Тутарстан халăхӗсен Çамрăксен ассамблейин председателӗн ӗçӗсене туса пынă Диляра Дамар 2024 çулта тунă ӗçсем çинчен каласа пачӗ. Районсемпе хуласенче этнокультура проекчӗсене хута янине, ют çӗршывсенчен килнӗ студентсене адаптаци иртме пулăшассипе ирттернӗ мероприятисем çинче чарăнса тăчӗ. Атăлçи халăхӗсен культурине, чӗлхине, йăлисене упраса хăварассипе ӗçленине те асăнчӗ Д.Дамар. Историпе паллаштарса çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассине те манса хăварман Çамрăксен ассоциацийӗ. Çӗнтерӳ кунӗнче ирттерекен мероприятисенчен вăл Кабан кӳлли хӗррипе тӗрлӗ наци çамрăкӗсем Туслăх парадне тухнине аса илтерчӗ. Малтанах Раççейре чылай регионта ирттернӗ çакна, анчах пӗр Тутарстанра çеç сыхланса юлнă (тӗрӗсрех, Хусанта). 2025 çулхи майăн 9-мӗшӗнче республикипех ирттересшӗн ăна.
Çамрăксен ассамблейин ӗçӗ пулăхлă пулнине тухса калаçакансем çирӗплетрӗç. Республикăри удмуртсен çамрăксен юхăмӗн ертӳçин Светлана Зянкулован докладӗнчен те курăнчӗ. Удмурт наципе культура автономийӗпе, республикăри министерствăсемпе тата ведомствăсемпе килӗштерсе ӗçлени çинчен каласа пачӗ вăл.
Тутарстан Республикин Раисӗн Шалти политика ыйтăвӗсен департаменчӗн Наци политикин управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Евгений Ефимов Тутарстан халăхӗсен Çамрăксен ассамблейине гражданла обществăн çамрăксен сферинче тата наци политикинче питӗ кирлӗ институт пулнине палăртрӗ. Ассамблея чăмăртаннăранпах тӗрлӗ çулсенчи, тӗрлӗ наци çыннисем пӗрлехи этнокультура проекчӗсем пуçараççӗ, кӗçех вӗсем çынсем кӗтекен йăлана кӗнӗ мероприяти пулса тăраççӗ.
Конференцин пысăк ыйтăвӗ – Çамрăксен ассамблейин председательне, активне суйласси пулчӗ. Диляра Дамар кандидатурине председателе суйлама сӗнчӗç. Ренат Валиуллин ку сӗнӗве ырларӗ, çулталăк пӗрле ӗçлесе Дамара пултаруллă, йӗркеллӗ, пуçаруллă, шанчăклă çын пулнине пӗрре мар курма тӳр килнине тӗслӗхсемпе çирӗплетрӗ вăл.
Ума лартнă тӗллевсене кура Канашăн шучӗ 41 çынран 47 çити ӳсни курăнчӗ. Конференцире обществăлла ӗçре палăрнисене тӗрлӗ министерствăсенчен Тав хучӗсем, Хисеп хучӗсем парса чысларӗç. Çамрăксен ассамблейине пуçаракансенчен пӗрне, Тутарстан Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорне Тимур Кадырова ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин ятӗнчен патшалăх çамрăксен политикине тӳпе кӗртнӗшӗн Ылтăн паллăпа наградăларӗç.
Сăнӳкерчӗк Халăхсен Туслăх Çурчӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев