Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăксен конференцийӗнче ватăсем мӗн тăваççӗ?

Ман шутпа чăвашлăха аталантарас текен çамрăксене кансӗрлемелле мар, вӗсем пӗр çулхисем, хăйсене мӗн кирлине пирӗнсӗрех ăналанаççӗ. Утас çулне те, килӗшекен ертӳçисене те хăйсем суйлаччăр. 

Çӗнӗ пенси реформине пурнăçа кӗртес ӗç пуçланнăранпа, пӗлтӗрех 40-рен иртнӗ пулсан та, хама сахалтан та 5 çул çамрăкрах туйма тытăнтăм. Саккунӗ те çапла пулма хистет-тӗк, мӗн тăвăн? Çавăнпа та, нумай пулмасть Хусанта иртнӗ чăваш çамрăкӗсен «Аталан» юхăмӗн отчетпа суйлав конференцине хутшăнма чӗнсен, кăштах тӗлӗнтӗм пулсан та, каясах терӗм. Вăхăтӗнче хамăр та «Сувар» хаçатри ытти яш-кӗрӗмпе пӗрле «Асамат» клуб йӗркелесе янисем те асра-ха. Пурпӗрех хама «Чи асли пулап ӗнтӗ унта, ват супнă!» – текелесе ятларăм. Ман шутпа чăвашлăха аталантарас текен çамрăксене кансӗрлемелле мар, вӗсем пӗр çулхисем, хăйсене мӗн кирлине пирӗнсӗрех ăналанаççӗ. Утас çулне те, килӗшекен ертӳçисене те хăйсем суйлаччăр. 

Асту-тăр унта! Манран аслăраххисем пайтахăн пынă çамрăксен конференцине. Районти чăваш центрӗсен ертӳçисене шута илмӗпӗр, вӗсен яш-кӗрӗме Хусана илсе килсе каялла илсе каймалла.Президиумра ларакан пуçлăхсен тӗллевне те ăнланмалла – патшалăх политики çамрăксене те пырса тивет. Вӗсенчен те аслăраххисем мӗн тума килнӗ-ши тата кунта тесе пуçа ватрăм. Тен, çамрăксене каламалли мӗн-тӗр пур-тăр ӗнтӗ çулланнă çыравçăсемпе таврапӗлӳçӗсен тесе шутларăм та, лăплантăм. 

Пирӗн çамрăксем хастар, тăрăшуллă, пултараççӗ. Çын умӗнче тухса калаçма та, ӗçне тума та маттур. Савăнса лартăм вӗсемшӗн. Вӗсем хăйсен туса ирттернӗ ӗçӗсене сӳтсе яврӗç, волонтерсем пирки калаçрӗç, Шупашкарти чăваш çамрăкӗсен опычӗпе паллашрӗç, çӗнӗ ертӳçӗ суйларӗç. Конференцие лайăх шайра йӗркеленӗччӗ, çамрăксене мухтамалла. 

Анчах, конференци вӗçленеспе пухăва ирех килсе ларнă ватăсем сăмах илчӗç. Ыттисем пек çамрăксене ăнăçлă çул сунас вырăнне çыравçи хăй çырнă кӗнекесене рекламăларӗ, таврапӗлӳçи хăй шухăшласа çитернӗ топонимикăлла сенсаципе паллаштарчӗ. Мӗншӗн кирлӗччӗ ку? Ăнланмарăм... (В Борисов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана