Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çанталăк сивӗтет, ăшăрах тăхăнса çӳрӗр

Эрнекунпа шăматкун ытларах та сивӗтет, -23..-28 градус таран. Шăматкун, январӗн 6-мӗшӗнче, вырăнӗ-вырăнӗпе -34 градус таранах анса ларать.

Тутарстанра январӗн 4-9-мӗшӗсенче сывлăшăн талăкри вăтам температури -18 – 25 градус таран анать. Ку нормăран -9..-17 градус чухлӗ сахалрах. Кун пирки ТР Гидрометцентрӗ пӗлтерет.

Паян, январӗн 4-мӗшӗнче, сывлăш температури çӗрле тата кăнтăр кунӗнче – 18.. -23 градус сивӗ пулать, хӗвелтухăçӗнче -11..-16 градус. Эрнекунпа шăматкун ытларах та сивӗтет, -23..-28 градус таран. Шăматкун, январӗн 6-мӗшӗнче, вырăнӗ-вырăнӗпе -34 градус таранах анса ларать, кăнтăр тӗлӗнче температура кăштах хăпарать, вăл -18..-24-па танлашӗ.

Çанталăк питӗ хытă сивӗтнине кура Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗ шăнса пăсăлассинчен асăрхаттарать.

Султан Исхаков (Татар-информ) сăнӳкерчӗкӗ.

Ал-урана шăнтас мар тесен ку çанталăкра килте ларма, ачасене урамра уçăлса çӳреме чарма, çав шутра килти чӗрчунсемпе те, инçе çула тухма тытăнса тăма сӗнет.   

 Енчен те тухмах тивсен хутлă-хутлă тăхăнма, атă-пушмак ăшне ăшă стелькăсем хума, ăшă çăм чăлха тăхăнма тăрăшăр. Тумтир хушшинчи сывлăш ăшша тытса тăма пулăшать. Ăшă çăм чăлха нӳрӗке çăтса урана йӗпенсе шăнма памасть. Тата, паллах, ăшă алсиш, шарф тата шапкă  тăхăнма та ан манăр. Тулта чухне пӗр вырăнта тăмалла мар, нумайрах хускалма тăрăшăр.

Инçе çула тухма тивсен вара хăвăрпа термоспа вӗри чей, тата запас бензин илме ан манăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Погода