Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Салтака çулталăкӗпех илеççӗ

Паян РФ Патшалăх Думинче çар хӗсметне январӗн 1-мӗшӗнчен декабрӗн 31-мӗшӗччен илесси çинчен калакан Закона йышăннă

 

Призывниксене хӗсметре тăрас вырăна икӗ тапхăрпа ăсатаççӗ: апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 15-мӗшӗччен тата октябрӗн 1- мӗшӗнчен декабрӗн 31-мӗшӗччен.

Çӗнӗлӗхсем çар комиссариачӗсене çулталăкӗпех пӗр пек ӗç калăпăшӗпе тивӗçтерес тӗллевпе тата çар хӗсметне илекен граждансене сывлăх енчен тӗплӗнрех тӗрӗслессипе çыхăннă тесе ăнлантараççӗ парламентарисем.  

Закон проектне хатӗрлекенсем уйрăм категорисенчи граждансене салтака илессипе ятарлă сроксем палăртмалла тесе шутлаççӗ. Тӗслӗхрен, ял хуçалăхӗнче ӗçлекенсене çар службине кӗркунне, хирти ӗçсем вӗçленсен октябрӗн 15-мӗшӗнчен декабрӗн 31-мӗшӗччен илмелле. Вӗрентӳ сферинче ӗçлекенсене майăн 1-мӗшӗнчен июлӗн 15-мӗшӗччен, Инçет Çурçӗр регионӗсенче пурăнакансене майăн 1-мӗшӗнчен июлӗн 15-мӗшӗччен е октябрӗн 15-мӗшӗнчен декабрӗн 31-мӗшӗччен.

Законра электронлă повестка реестра вырнаçтарнăранпа 30 кун иртиччен çар комиссариатне пымаллине те палăртнă.

Закона РФ Президенчӗ алă пуссан Закон 2026 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрет.  

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #призыв