Çарăмсан районӗнче виçкӗтеслӗ çырусен акцине пӗтӗмлетнӗ
Акци районăн вун-вун çыннине пӗрлештернӗ. Ватти те, вӗтти те хутшăннă унта, вӗсем килте тата музей фончӗсенче упранакан виçкӗтеслӗ салтак çырăвӗсене сасăпа вуланине видео ӳкерсе янă. Вăхăтпа сарăлнă çырусенчи йӗркесене 80 çултан çапла тепре чун кӗртнӗ.
Декабӗн 3-мӗшӗнче, Паллă мар Салтак кунӗнче, Çарăмсан районӗ Мемориал центрӗ Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалласа пуçарнă «Фронтри çырусем» патриотизм акцине пӗтӗмлетнине пӗлтерет район сайчӗ.
Хăйне евӗрлӗ акцие хаваслă ларура пӗтӗмлетнӗ май, Мемориал центрӗн директорӗ астăвăма упрама пулăшакан çак ырă ӗçе хутшăннисене пурне те сертификатсем парса тав тунă. (Сăнӳкерчӗк cheremshan.tatarstan.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев