Çарăмсанри Çӗнӗ Йӗлмелӗнче чăваш халăх поэтне Порфирий Васильевич Афанасьева халланă ачасен вулавӗ иртрӗ
«Унччен „Афанасьев вулавӗсем“ шкул, район шайӗнче иртнӗ пулсан, кăçал республика шайне тухрӗç. Паллă поэта халалланă конференцие кӳршӗллӗ районсенчи шкулсенчен те килнӗ», — çырать «Наш Черемшан» хаçат сайчӗ. Çарăмсан районӗнчен пурӗ вунă шкултан тата Чистай, Аксу, Элкел районӗсенчи 9 шкултан пӗтӗмпе 121 шкул ачи хутшăннă.
Апрелӗн 25-мӗшӗ пӗтӗм чăваш тӗнчишӗн паллă кун — тăван чӗлхе кунӗ. Ăна аслă патриархăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунӗпе пӗр вăхăтра палăртни питӗ те тӗрӗс. Паян кунччен аслă вӗрентекенӗмӗрӗн еткерӗпе усă курмастпăр-им? Ун ӗçӗсем пире те тăвна халăхшăн вăй çитнӗ таран мӗн те пулин тума хавхалантараççӗ.
Чăваш чӗлхи кунне халланă мероприятисем чăвашсем пурăнакан кашни районтах иртрӗç. Пӗр кун маларах, апрелӗн 24-мӗшӗнче, чăваш диктантне çырчӗç. Çӗпрел, Пăва, Алексеевски, Элкел, Апас, Теччӗ, Нурлат, Çармсан, Спас, Чистай, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенчи чăваш шкулӗсем уйрăмах пысăк активлăх кăтартрӗç.
Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче вара чăваш халăх поэтне Порфирий Васильевич Афанасьева халалласа ун ячӗпе шкул ачисен вулавӗ пулчӗ.
«Унччен „Афанасьев вулавӗсем“ шкул, район шайӗнче иртнӗ пулсан, кăçал республика шайне тухрӗç. Паллă поэта халалланă конференцие кӳршӗллӗ районсенчи шкулсенчен те килнӗ», — çырать «Наш Черемшан» хаçат сайчӗ. Çарăмсан районӗнчен пурӗ вунă шкултан тата Чистай, Аксу, Элкел районӗсенчи 9 шкултан пӗтӗмпе 121 шкул ачи хутшăннă. Питӗ пысăк кăтарту ку.
Мероприятие район пуçлăхӗ Рамиль Айбатов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Людмила Рыбакова, районти культура уйрăмӗн ертӳçи Наталья Иляева хутшăнни те конференци шайне самай ӳстерет, сум кӳрет. «Эпир чăваш халăх поэчӗн, драматургӗн, куçаруçин тата журналистăн çӗрӗ çинче пурăннипе мăнаçланатпăр. Малашне çак вулавсем Раççей шайне тухасса шанатпăр», — тенӗ Рамиль Айбатов.
Людмила Рыбаковапа вара чăваш шкулӗсенче тăван чӗлхене вӗрентес ыйтусене юлашки вăхăтра час-час сӳтсе яватпăр, çав шутра ача сачӗсенче чăвашла вӗрентессине те. «Афанасьев вулавӗсем» пирки ун шухăшне пӗлес килнипе çийӗнчех шăнкăравлас терӗм. Мероприяти хăйне çав тери килӗшнине вăл савăнса пӗлтерчӗ.
«Малашне „Афанасьев вулавӗсене“ республика шайӗнчен регионсен унтан, май пулсан Раççей шайне кăларма тăрăшмалла. Пӗр пытармасăр калатăп — çав тери килӗшрӗ ку мероприяти. Ачасене хăйсене мӗнле килӗшнӗ тата! Вӗсем тăван чӗлхепе сăвă вулани, тӗрлӗ ӗçсем çырни питӗ хаклă. Ачасемпе хăйсемпе те калаçрăм. Килте те, шкулта та, хамăр хушăра та чăвашла калаçатпăр теççӗ. Чăн çапла пулсан аван-ха. Ку ӗçре вӗрентекенсенчен нумай килет. Енчен те уроксене вӗсем интереслӗ ирттерсен ачасем те хавхаланаççӗ. Ăрусен çыхăнăвӗ питӗ кирлӗ пулăм, вăл ӗмӗрне те ан татăлтăр», — терӗ Людмила Рыбакова.
Музей пирки те хăй шухăшне пӗлтерчӗ. Ун шучӗпе вăл таврапӗлӳ музейӗ мар, пуçӗпех литература енлӗ пумалла. «Телее Порфирий Афанасьев чӗрӗ-сывă, хăй пурăннă чухне унран май килнӗ таран ытларах материал пухса юлмалла, видеосем çыртармалла. Музее килсе кӗрсенех кунта писатель пурăнни сисӗнсе, курăнса тăмалла», — терӗ депутат. Çарăмсанран таврăнсан Марат Ахметовпа тӗл пулса калаçнине те асăнса хăварчӗ. Аса илтеретпӗр, Марат Ахметов РТ Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассипе комиссие ертсе пырать. Чăваш шкулӗсене вӗренӳ кӗнекисемпе тивӗçтернӗ пек халӗ ача сачӗсене те чăваш чӗлхине вӗрентме кирлӗ пособисемпе тивӗçтерме шутлаççӗ.
Питӗ савăнтарать ку. Хăш чух хăш-пӗр чăвашран тăван чӗлхе кирлӗлӗхне вӗсем ытларах та ăнланаççӗ, хаклаççӗ пек туйăнать. Ялсене каятăн та мухтанса каласа параççӗ хăйсен ачи-пăчи чăвашла пӗлменнине. Айккинчен ку мӗскӗнле курăннине пач та курмаççӗ пулӗ çав. Тăван чӗлхене, культурăна хаклама пӗлменскер ытти культурăна та тивӗçлипе ăша хывса хаклаймасть, çухалнă çын вăл.
Çарăмсансене вара мухтамалла, «Афанасьев вулавӗсене» ирттерсе ача-пăчана тăван чӗлхене, культурăна хисеплеме, юратма вӗрентеççӗ, ун сумне çӗклеççӗ. Уйрăмах чăваш чӗлхи учителӗсене тав тумалла. Вӗсем тăрăшнипе кăçалхи вулавсем питӗ çӳллӗ шайра иртнӗ. Пултаруллисенчен Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи вăтам шкулти чăваш чӗлхи вӗрентекеннне Марина Захарована палăртса хăвармалла, шăпах вăл вулавсен пуçаруçи. Йӗркелӳ комитетне Çарăмсанри Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Лидия Квакова, Çарăмсан муниципаллă районӗн вӗрентӳ уйрăмӗн пуçлăхӗ Ольга Маркова, культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Наталья Иляева, П.В.Афансьев ячӗллӗ музей заведующийӗ Виталий Ухливанов кӗнӗ. Вӗюсем тăрăшнипе мероприяти çапла лайăх иртнӗ.
Ачасем, паллă ӗнтӗ, Порфирий Васильевичăн сăввисене вуланă. Ăна акăлчан чӗлхине куçарнине те вуласа паракансем пулнă, паллах, вырăслипе тутарлисене те.
121 хутшăнаканран çӗнтерӳçӗсене суйласа илме çăмăл пулман. Çапла 15 шкул ачи пӗрремӗш степеньлӗ диплома илме тивӗçнӗ, 10-шарăн иккӗмӗш тата виççӗмӗш степеньлисене. Пӗр ача та парнесӗр кайман, кашнине вулавсене хутшăннине çирӗплетекен сертификат панă.
Ирина ТРИФОНОВА.
Кадрия Гамирова («Наш Черемшан» сайт) тата Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Культура çурчӗн Вконтактери страницинчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев