Чăтăрлă чăвашне Малахов передачинче кăтартӗç
Самар облаҫӗнче пурӑнакан Анатoлий Мрясов чӑн-чӑн чăвашсенчен пӗри
Вӑл сварщик-универсал, пулӑ тытма юратать тата хӗрсе кайса купӑс калама. Культурăра ӗнтӗ 35 çул тăрăшать Шунтал районӗнчи Чăтăрлă чăвашӗ. Вӑл интернетра хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен мухтанмасӑр каласа парать, чӑвашлӑх ҫинчен вара - патриотла туйӑмсемпе, хамӑр культурӑпа хăпартланса, чӗлхене чунтан юратса – юрласа.
Унăн тăван ялӗ çинчен çырнă юрри пăхса хакланă çынсен шучӗпе халхи вăхăтра Раççейре ӗçне чарнă социаллă сетьсенче чăваш эстрада артисчӗсен хит-прад рейтингӗсенчен те иртсе кайрӗ. Мӗншӗн тесен халăх юратать чăн-чăн, суя мар япалана. Юррисем чăнах та чунтан тухаççӗ. Кунта килти вите çинчен рэп та, комбайнерсем çинчен юрă та, Твардовскийӗн чăвашла куçарнă пултарулăхӗ те пур. Нумай енлӗ талант. Ун пеккисене пуçлăхсем чылай чухне тивӗçлӗ хак пама васкамаççӗ.
Анчах та, ваттисем каларăш, çăл çул тупать. Нумай пулмасть Чăтăрлăри Марясовсем Андрей Малаховăн передачинче ӳкерӗнме Мускава кайса килнӗ. Кӗркунне кăтартаççӗ, кӗтӗр.
К.Малышев тата А.Мрясов архивӗнчи сăнӳкерчӗксем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев