Чăваш чӗлхи кунӗпе!
Паян, апрелӗн 25-мӗшӗнче, Чăваш чӗлхи кунне уявлатпăр. Аслă Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун паллă тăваççӗ ăна. Чăваш тӗнчи Тăван чӗлхе кунне 1992 çултанпа паллă тăвать.
Чăваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани:
Хаклăран та хаклă ентешӗмӗрсем!
Аслă чăваш чӗлхи – пире пӗр-пӗринпе хутшăнма май паракан хатӗр çеç мар, вăл çавăн пекех пирӗн мăн асаттемӗрсен ăс-хакăл пуянлăхӗпе ăсне типтерлӗн сыхласа упракан тата ăрусене çыхăнтарса тăракан чӗрӗ еткерлӗх те. 177 çул каярах, ака уйăхӗн çак кунӗнче, чăваш халăхне çутта кăларакан, хальхи чăваш алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлевич Яковлев паллă педагог çуралнă. Унăн вӗрентӗвӗ паян та пурăнать. Шăпах çавăнпа эпир Чăваш чӗлхи кунне вăл çуралнă кун палăртатпăр.
Çак кун эпӗ тăван чӗлхене чыслăн упраса малалла аталантаракан, хамăрăн чаплă йăласене ăруран ăрăва куçарса пыракан мӗн пур çынна пӗтӗм чунтан тав тăватăп. Чӗлхемӗр пирӗн илемлӗ те янравлă, ахальтен мар: «Чăваш чӗлхи – чӗкеç чӗлхи», – теççӗ халăхра. Унпа Константин Иванов, Çеçпӗл Мишши, Иоаким Максимов-Кошкинский, Петӗр Хусанкай хăйсен илемлӗ произведенийӗсене çырнă, Чăваш патшалăх академи драма театрӗн сцени çинче халăха Вера Кузьмина тата Нина Григорьева савăнтарнă. Паян та чăваш чӗлхипе çӗнӗ илемлӗ кӗнекесем пичетленеççӗ, вӗсене аслă ăру çеç мар, çамрăксем те вулаççӗ. Театрсенче спектакльсен премьерисемпе концертсем аншлагпа иртеççӗ. Чăваш чӗлхи паян пур çӗрте те ирӗклӗн янăрать!
Тăван чӗлхемӗр пурăнать тата аталанать, эпир вара, çав аслă культура çыннисем, унăн пӗлтерӗшне ӳстерсе пырас тата ăна анлăрах сарас тесе тăрăшатпăр.
Хаклă ентешӗмӗрсем, тăван чӗлхене пулас ăрусем валли пӗрле упраса хăварар!
Уяв ячӗпе!
Çак кун Тутарстанри Чăваш наципе культура центрӗсем культура тата вӗрентӳ учрежденийӗсемпе пӗрле тăван чӗлхемӗр кунне халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттереççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев